Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нуша кукли» те тутлăччĕ

15 февраля 2021 г.

Вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи çулсем уйрăмах йывăр пулнине аслă ăру лайăх пĕлет. Пирĕн ачалăхпа çамрăклăх шăпах çав çулсен тĕлне килнĕ. Иртнĕ çулсене аса илсен паянхи кун тĕлĕнмели çук мар.

Çуркунне çитсен выльăха çитермелли утă-улăм пĕтетчĕ. Эп астăвасса, пирĕн килте кĕркунне сарай тăррине витнĕ улăма антарса пăтратса паратчĕç. Эпир, Вăта Пукаш ачисем, хамăр пек 7-8 çулхисемпе ырханланнă ĕнесене тин çеç шăтса тухнă симĕс курăк çитерме Ваткиçурт текен катана çÿреттĕмĕр. Унти çырмара ĕнесене çимелĕх курăк тупăнатчĕ. Ĕнесене çырманалла хăваласа антараттăмăр. Хамăр вара ĕне çăмĕнчен йăваласа тунă мечĕксемпе выляттăмăр. Вăйăра вăхăт иртнине те туймастăмăр. Пĕррехинче хамăра çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласа илнине те сисмен эпир. Çумăр хытă çума тытăнчĕ. Йĕпеннĕскерсем ĕнесене хăвăртрах килелле хăваларăмăр. Хапха умĕнче мана хамран ултă çул аслă Неонила аппа кĕтсе илчĕ.

- Йĕп-йĕпех пулнăçке эсĕ, чирлесе те кайăн капла. Хăвăртрах улăштарса типĕ япаласем тăхăн та сĕтел хушшине лар. Вĕри çĕрулми кукăлĕ çитеретĕп», - тет мана.

Аппа «нуша кукли» пĕçернĕ. Ăна вĕтĕ çĕрулмине тасатса, тÿкĕчпе тÿсе тунă. Кукăль тулĕ çатма çине хунă çĕрулмине хуплама та çитмен, кăшт çеç витнĕ вара. Çăнăх сахал пирки çапла тунă. Çапах та кăмакара пиçсе тухсан кукăлĕ тутлă пулатчĕ. Эпĕ ăна юратса çиеттĕмччĕ. Уй-хиртен тупса килнĕ крахмалтан та тутлă икерчĕсем пĕçерме пĕлетчĕ пирĕн аппа. Çĕрулминчен кăмакана чукунпа лартнă типĕ шаркку та ун чух çисе тăранмалла мар тутлă пулатчĕ. «Çĕрулми пулсан апат пĕçерме пулать», - тетчĕ аппа. Вăл пире, пилĕк ачана, выçă лартман, мĕн те пулин пĕçерсе çитеретчĕ.

Йывăр пулнă, паллах, атте вăрçă хыççăн вилнĕ, анне кунĕпе ĕçре пулнă. Неонила аппа пире хырса тунă çĕрулмирен çăкăр та пĕçерсе çитернĕ. Кун пек çăкăр лечеклĕрех пулатчĕ, çапах хырăм тутăччĕ. Ним çукран та пур тума пĕлетчĕ вăл. Аппа çапла ĕçлеме, тĕрлĕ апат пĕçерме пĕлнĕшĕн анне савăнатчĕ. Хăйĕн пĕçерсе ларма вăхăчĕ пулман. Анне, Елизавета Семеновна, юнашар ялсенче медсестрара ĕçленĕ, киле час килеймен.

Хĕр пулсан аппа пурăнма хулана куçрĕ. Вăл эрех туса кăларакан заводра ĕçленĕ. Унтах пулас мăшăрĕпе, Николай Павлович Ярисовпа, паллашнă, каярах пĕрлешнĕ. Хваттер çуккипе яла куçса килнĕ. Вăта Пукашра çурт илсе унтах тĕпленнĕ, тăватă ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Неонила Владимировна уй-хир ĕçĕсенче те, хăмла пахчинче те ĕçленĕ. Николай Павлович фермăра пăрусем пăхнă. Çулсерен тенĕ пекех çĕнтерÿçĕне тухнă вăл, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Неонила Владимировна ватă ĕнтĕ, 85 çулта. Вăл Надя ятлă хĕрĕпе пурăнать. Малалла та ăна тĕрĕс-тĕ-кел те сывлăхлă пурăнма сунатпăр.

 

Л. АНДРЕЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика