Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганистан – чун ыратăвĕ

15 февраля 2021 г.

Афганистан вăрçи вĕçленнĕренпе 32 çул çитрĕ. Çак çĕршыва совет салтакĕсем 1979 çулхи раштавра пырса кĕнĕ. 1989 çулта тин унтан илсе тухнă вĕсене. «Афганистан - манăн чун ыратăвĕ», - тесе калаççĕ паянхи кун та хĕрÿ çапăçусене хутшăннисем тата ывăлĕсене çухатнă ашшĕ-амăшĕсем. Сăрт-туллă Афганистан çĕрĕнче нумай çамрăк выртса юлнă. Пирĕн район та хăйĕн тăватă паттăрне унта çухатнă.

Телее, хăшпĕр интернационалист-воинсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсен паттăрлăхне манмастпăр. Çак кунсенче Ăстакассинчи ял библиотекинче «Инçетри вăрçă ахрăмĕ» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Унта ял çыннисем, ача-пăчасем афган вăрçине хутшăннă В.А. Даниловпа тĕл пулчĕç.

Мероприятие ертсе пыракансем, Инна Великановăпа Ирина Иванова, çÿлерех асăннă вăрçă çинчен, салтаксемпе офицерсен паттăрлăхĕ çинчен чуна пырса тивмелле каласа пачĕç. Çав синкерлĕ тапхăр çинчен тĕрлĕ сăвăсем янăрарĕç, юрăсем шăранчĕç. Афганистан вăрçи витĕр тухнă В. Данилов пухăннисене хăйĕн асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Пухăннисен умĕнче – юлташĕсене çухатнă чĕрĕ салтак, паттăрсен йышĕнчи ял çынни. Унăн асаилĕвĕнче паттăрлăхпа хăюлăх, вилĕмпе çухату пĕр тĕвве çыхăнчĕç. Ку кашни çыннăн, уйрăмах ачасен, чунне кĕрсе яланлăхах асра юлмалли самант пулчĕ. Юлашкинчен пурте Афганистан вăрçинче пуçне хунă çамрăксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

 

Е. ЛЬВОВСКАЯ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика