15 февраля 2021 г.
Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче 2020-2025 çулсенче Сĕнтĕрвăрри район территорийĕнче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçланине сÿтсе явнă.
Муниципалитет пĕлтĕр Раççейри «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли чи лайăх проект» конкурсра çĕнтерчĕ. Проект тĕллевĕпе килĕшÿллĕн, Çыранхĕрри тата Ленински урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Федераци бюджетĕнчен илнĕ укçа-тенкĕ калăпăшĕ 50 миллион тенкĕпе танлашать. Тирпей-илем кĕртмелли проектăн хакĕ, конкурс заявкипе килĕшÿллĕн, 69 миллион тенкĕ пулĕ. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕçе пурнăçлакана палăртма уçă аукцион иртет.
Нарăсăн 20-мĕшĕччен подрядчикпа контракт тăвĕç. Район администрацийĕн ларăвĕн шайĕнче кăçалхи тирпей-илем кĕртес ĕçе вăхăтра тата пахалăхлăн вĕçлеме хушнă.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)