15 февраля 2021 г.
Çак эрне пуçламăшĕнче Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствинче пирĕн районăн агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пуласлăхне сÿтсе явнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Фарат Зейнетдинов, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçисем хутшăннă.
Кăçал районта икĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртме планланă. Степанов С.Н. хуçалăхĕнче 300 пуç сурăх ĕрчетмелли фермăна тĕпрен çĕнетмелле. Çак ĕçсене тума 5 млн тенкĕ тăкакланĕ. Клементьев Н.Н. хуçалăхĕнче вара 50 пуç мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме ферма тума палăртнă, ку объекта хута яма 1,5 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ.
Фермер хуçалăхĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсем пушă выртакан çĕрсене пусăм çаврăнăшне кĕртни районти акмалли çĕрсен лаптăкне анлăлатнине тата ялхуçалăхĕн экономика климатне лайăхлатнине палăртнă тĕлпулура ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çавăн пекех вăл район администрацийĕн пуçлăхне агропромышленность отраслĕн аталанăвне активлăрах хутшăнма, патшалăх пулăшăвĕсен формисем çинчен калакан информацине ялхуçалăхĕнче ĕçлес текенсем патне çитерессине вăйлатма сĕннĕ.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)