Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене çĕр параççĕ

15 февраля 2021 г.

Нумай ачаллă çемьесене çурт лартма çĕр уйăрса парассине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Асăннă категорири çемьесене çĕрпе тивĕçтерессине пирĕн районта та кирлĕ шайра туса пыма тăрăшаççĕ.

Сăмахран, çемьесене уйăрса пама Карапаш ялĕнче 16 çĕр пайĕ хатĕрленĕ. Иртнĕ уйăхра кăнаха нумай ачаллă çемьесене, черетре тăнине шута илсе, 10 уведомлени янă. Паянхи куна Карапашра уйăрса панă çĕрĕн харпăрлăх правине пĕр çемье хăй çине регистрациленĕ. Иккĕмĕш çемье халĕ çак ĕçе пуçăннă, кĕçех вăл та çĕр пайĕн пурлăх хуçи пулса тăрĕ. Ку ĕç малалла пырĕ.

«Эпир çĕр лаптăкĕсене 16 çемьене памаллăх хатĕрленĕ. Вĕсем хамăр ял хутлăхĕнчи çемьесем валли çеç мар, ытти ялсенче пурăнакансем валли те пулĕç. Районта кам черете тăнă, çавсене малтанах пирĕн ял çумĕнчи çĕрсене сĕнсе пăхĕç, кунта куçма шут тытнисене вара эпир хаваспах кĕтетпĕр. Çак ĕçе йĕркелесе ярсан пирĕн тепĕр çĕнĕ урам хутшăнать. Çемьесем кунта çурт лартсан, хуçалăхне аталантарса ярсан аван пулĕччĕ: ялта çĕнĕ пурнăç пуçланать, ун сăнсăпачĕ те улшăнать, çамрăксем йышланаççĕ. Эпир ытти ял хутлăхĕсенчен килекен çемьесене хапăл туса йышăнатпăр, пурăнмалли условисем туса паратпăр. Çĕнĕ урама газ кĕртессипе те ĕçлетпĕр», - терĕ Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Мартьянова.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика