08 февраля 2021 г.
Çак кунсенче редакцине Йĕрĕхçырми ялĕнчен çыру килчĕ. Унта çапла çырнă:
«Ырă вăхăт тĕлне пултăр, хаçат ĕçченĕсем! Мана сирĕн-тен пулăшу ыйтма пĕр сăлтав хистерĕ-ха. Пирĕн ялта икĕ эрнене яхăн ĕнтĕ шыв башни шăнса ларни. Çавăнпа та ял халăхĕн, вăл шутра вăйпитти арçынсен те, алла туя тытнă карчăксен те, шыв ăсма çырмари çăл патне çÿреме тивет. Ялта вара миçе килте ватă карчăксем çеç пурăнаççĕ. Вĕсене кам пулăшать/ Шывĕ хăçан ăшăнасси те паллă мар-ха, тен, çуркуннесĕр те пулмасть. Чей вĕретсе ĕçмелĕх те шыв çук ялта, мунча хутса кĕресси пирки вара сăмах та çук.
Шыв мĕншĕн шăнса ларни пирки вара тĕрлĕрен сăмах çÿрет ялта. Пурте тенĕ пек ял «патшине», шыв башнине пăхса тăма суйланă этеме, айăплаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл çав вырăна лариччен пурте йĕркеллĕччĕ. Çулла та, хĕлле те шывсăр ларман. Ял шывсăр юлнă. Камран пулăшу ыйтмалла-ши/ Кам пулăшма пултарать-ши пирĕн ял халăхне/».
Эпир Урхас Кушкă ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Орловпа çыхăнтăмăр. «Пĕр вăхăт çанталăк çав тери сивĕ тăчĕ. Кун пек чухне кĕтмен япаласем сиксе тухма пултарççĕ те. Яваплă çын асăрхайман çав. Шăп çав вăхăтра шыв башни шăннă. Ку ыйтăва эпир ял халăхĕпе пĕрле çак кунсенче татса патăмăр. Çынсем тăрăшрĕç, чылайăшĕ тухса ĕçлерĕç, шыва юхакан турăмăр. Паянхи куна Йĕрĕхçырмара шыв пур, башня йĕркеллех ĕçлет», - хуравларĕ Владимир Альбертович.
Проблемăллă ыйтăва татса пани лайăх. Анчах умра каллех сивĕ кунсем пулма пултараççĕçке. Шыв башнишĕн яваплă çынăн тимлĕхне пĕрре те çухатмалла мар. Унсăрăн кун пек пăтăрмахсем тата пулма пултараççĕ. Асăрханулăх, яваплăх кирлех çав пурнăçра.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)