Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачисен ватлăхĕ канлĕ пултăр

08 февраля 2021 г.

Эпĕ ял историне тĕпчесе çамрăк ăру валли çырса хăварма тăрăшатăп. Ку хутĕнче Зоя Васильевна ВАСИЛЬЕВА каласа панисене хут çине куçаратăп, хаçат урлă вулакансене паллаштаратăп.

«Эпĕ 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Элменкасси ялĕнче çуралнă. Ачалăх çăмăлах пулман манăн. Мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçленĕ. Хуракасси шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ хыççăн Çĕрпÿри учительсем хатĕрлекен училищĕ-не каяс килетчĕ манăн, анчах анне ямарĕ, ĕçлемелле терĕ», - иртнине аса илет Зоя Ва-сильевна.

Хăрушă вăрçă вăхăчĕ ун пурнăçĕнче манăçми йĕр хăварнă. Ун чухне çамрăклах окоп чавма Куславкка патĕн-чи Энтрипасар ялĕ патне çÿренĕ вĕсем. «Шăн тăпрана катаймастăмăр эпир, çамрăк-рах пулнă. Аслисем катнине çÿлелле переттĕмĕр. Тумтир çĕтĕкчĕ, питĕ шăнаттăмăр. Апатне те тăраниччен çиеймен. Çавах ниме те пăхса тăман, ĕçленĕ. Хамăрăн чăтăмлăхран паян кун та тĕлĕнетĕп. Вăрçă хыççăн та канăç мĕнне пĕлме тÿр килмен. Атте фронтран аманса таврăнсан нумаях пурăнаймарĕ. Эпир, сакăр ачи, аннепе кăна ÿсрĕмĕр.

Вăрçă хыççăн пире вăрман касма ячĕç, Хаснар шывĕ çывăхĕнчи вăрманта 8 çул ĕçлерĕм. Кунĕн-çĕрĕн вăй хунă, урасем йĕпенетчĕç, вут хурса типĕтсе тăхăнаттăмăр. Хамах пушăт касса çăпата тăваттăмччĕ. Ун чухне апачĕ те начарччĕ. Инçех мар икĕ шыв арманĕ пурччĕ. Пĕринче Уй Пилемĕч çынни ĕçлетчĕ. Вăл пире хĕрхенсе хушăран апат пĕçерсе çитеретчĕ. Тепĕр арманĕнче - хамăр ял çынниччĕ, тепĕр чух вăл та вăрттăн хăналанă пире.

Вăрман ĕçĕсем вĕçленсен пĕр вăхăт Хуракассинчи сепаратор пунктĕнче ĕçленĕ, халăхран сĕт пуçтарнă. Ун чухне ĕне усракансен патшалăха икçĕр литр сĕт е сакăр килограмм шăратнă çу памаллаччĕ.

Хăмла бригадирĕ те пулнă эпĕ, ытти ĕçсене те тăрăшсах тунă, нихăçан та пăрăнса çÿремен. 1958 çулта, Хуракассине качча тухсан, 18 çул дояркăра ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 4 çул хушши фермăна утрăм. Унтан Сĕнтĕрвăррине выльăх самăртнă çĕре 5 çул, кирпĕч заводне 3 çул çÿрерĕм. Саратов тата Куйбышев облаçĕсенче ĕçлесе темиçе хут та тырă илсе килтĕм.

1958 çулта çуралнă хĕре пĕчченех ÿстерме тиврĕ, упăшка çамрăклах вилчĕ. Хĕрĕм вăтам шкул хыççăн повара вĕренсе тухрĕ, Сĕнтĕрвăрринче ĕçлерĕ. Хушма пĕлÿ илсен районти паспорт параканра 18 çул тăрăшрĕ. Çемье çавăрса виçĕ ача ÿстерчĕ. Мăнуксемпе эпĕ те сахал мар йăпантăм. Пĕри Чечняра хĕсметре тăчĕ. Киле таврăнсан вилни пуриншĕн те пысăк хуйхă пулчĕ. Кĕçĕн мăнук Иваново хулинчи çар академине пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринче ĕçлеме пуçларĕ», - вĕçлерĕ калаçăва Зоя Васильевна.

Чĕре витĕр тухнă хуйха-суйха сирме те чăтăмлăх çитернĕ, ĕçлеме те вăй-хал тупнă вăл. Телее, Зоя Васильевна пурнăç кукри-макри авни-силленине тÿссе ирттернĕ. Çакăншăн мар-и ăна Турă вăрăм кун-çул парнеленĕ. 90 çула çывхариччен кинемей кил хушшинчи ĕçсене хăех тирпейлесе пынă, пахчаçимĕç те ÿстернĕ. Амăшĕпе ултă çултанах чиркĕве çÿренĕскер, ватлăхра та кайма пăрахман. Халĕ те пушă вăхăтра кĕлĕсем вуласа ăшне пусарать вăл. Ырă-кăмăллă çынсемпе калаçса кирлĕ ыйтусене сÿтсе явать, малаллах ăнтăлать 93 çулхи Зоя Васильевна. Çапла пултăр. Асапра ÿснĕ вăрçă ачисем ватлăхра та пулин канлĕхне, телейне тупчăр.

 

Р. МИХАЙЛОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика