08 февраля 2021 г.
Ялсене хăтлăрах тăвас ыйтăва юлашки çулсенче патшалăх шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ программăсем, проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртеççĕ. Иртнĕ çул Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе 100 пин тенкĕ кашни ялах пачĕç. Малашне те тимлĕх çухалмасса шанатпăр.
Нарăсăн иккĕмĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те ял территорийĕсене аталантарас ыйтăва тимлĕх уйăрчĕ. Патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу парассине палăртрĕ вăл. Сăмахран, пĕлтĕр çăмăллăх мелĕпе йĕркеленĕ ял ипотеки хута кайнă. Унăн ставки 3 процента çитнĕ. Ку программăна республикăра пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем, хапăлласа йышăннă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 750 ытла çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене ла- йăхлатнă.
Проблемăсем çав çавах пуррине те каларĕ регион Пуçлăхĕ. Ку – ял вырăнĕсенче çурт-йĕр çителĕксĕрри. Çавăнпа та муниципалитет ертÿçисене çурт лартма паянхи куна уйăрнă çĕрсене (çав шутра нумай ачаллă çемьесем валли те) тĕрĕслеме хушрĕ вăл.
Инфратытăмпа ялсене комплекслă майпа хăтлăрах тăвассине аталантарма ял территорийĕсем валли пĕрлĕхлĕ йĕрке хатĕрлеме йышăннă. Ку ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушрĕ.
Ял территорийĕсене аталантарасси регионти малта тăракан задачăсенчен пĕри шутланать. Пĕлтĕр халăх пуçарăвĕ çинче никĕс-леннĕ проектсемпе чылай ĕç тунă. «Ку енĕпе 2020 çулта виçĕ пин проект ытла пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенче çынсем хутшăннаççĕ, хăйсен укçине хываççĕ, çавăнпа та халăх пуçарăвĕсем çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçлама пĕр сăмахсăр пулăшатпăр», - терĕ Олег Николаев.
Инвестици паспорчĕсене те ку çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче вĕçлемеллине каларĕ. Кашни инвестор кирек хăш муниципаллă территорийĕнче те пĕр-пĕр бизнес-проекта аталантарма май пуррине онлайн мелĕпе курса тăтăр тесе актуаллă инвестици порталĕ тумаллине палăртрĕ.
Ял территорийĕсене хăтлăрах туни туризма аталанма та пулăшаса шанать республика Пуçлăхĕ.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)