Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх ял библиотеки» ята тивĕçнĕ

08 февраля 2021 г.

Муниципалитетсенчи ял территорийĕсенче вырнаçнă вулавăшсем тата унта ĕçлекенсем хушшинче ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Аксаринти вулавăш 2021 çулхи «Чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Конкурса пурĕ 75 заявка тăратнă. Вăл шутра 41-шĕ муниципаллă культура учрежденийĕсенчен, 34-шĕ – вĕсенче вăй хуракан культура ĕçченĕсенчен. Чи лайăх культура учрежденийĕсене, вĕсен ĕçченĕсене суйласа илмелли конкурс вĕçленнĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Пирĕн районти «Централизациленĕ библиотека тытăмĕ» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн Аксаринти ял библиотеки çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнине ырăпа асăнмалла. Татьяна Михайловна ИСАЕВА ертсе пыракан библиотека «Çĕнтерÿçĕ» ята ахальтен тивĕçмен: унăн ĕçĕ кăтартуллă, пĕлтерĕшлĕ, вулакансем те библиотекăна юратса çÿреççĕ.

Иртнĕ çул кăнаха Татьяна Михайловна тĕрлĕ акцисенче, конкурс-викторинăсенче онлайн мелĕпе хутшăнса 48 дипломпа сертификата тивĕçнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ, паллах, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă мероприятисем.

Районти Централизациленĕ библиотека тытăмĕнче тăрăшакансем пурте ĕçтешĕмĕре, Татьяна Михайловна Исаевăна, черетлĕ пысăк çитĕнÿпе чун-чĕререн саламлатпăр! Малашнехи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр.

В. ГРАБАС.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика