08 февраля 2021 г.
Виçĕмкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтĕр наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине сÿтсе явнă.
Экономика министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарнă тăрăх, 2020 çулта регион проекчĕсене пурнăçа кĕртме 16,8 млрд тенкĕ уйăрнă, çакă 2019 çулхипе танлаштарсан, 11,8 процент нумайрах. Иртнĕ çул 11,2 миллиард тăкакланă, наци проекчĕсем валли пĕтĕмĕшле уйăрнă укçа-тенкĕпе 93,6 процент чухлĕ усă курнă.
Палăртса хăвармалла, 2020 çулта, унчченхипе танлаштарсан, пурпĕр чылайрах ĕç пурнăçланă. Пандеми самай чăрмав кÿнĕ. Çавна май наци проекчĕсем валли уйăрса панă, анчах усă курмасăр юлнă укçа-тенкĕне регионсен çулталăк вĕçĕнче РФ Правительствин резерв фондне каялла тавăрса пама тивнĕ. «Ÿлĕмрен кун пек çитменлĕхсенчен сыхланмалла, чăрмавсем пулмалла мар, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн пурин те яваплăха туйса ĕçлемелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Регион проекчĕсене пурнăçлама 2021 çул валли 14,8 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Апла пулсан, тĕллевсем тата та пысăк, пурин те çине тăрсах тăрăшса ĕçлемелле.
ЧРПА пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)