Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăх урокĕ иртрĕ

01 февраля 2021 г.

Тăван çĕршыв аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хулине нимĕçсем çавăрса илнĕ. 872 кун хушши сивĕ-пе те, выçăпа та асапланнă унта пурăнакансем, пĕр татăк çăкăр вĕçне юлнă. Çак хурлăхлă пулăма асра тытса Кукашни шкулĕнче хастарлăх урокĕсем иртрĕç.

Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем çак урока малтанах тĕплĕн хатĕрленчĕç: вăл вăхăтри истори материалĕсемпе паллашрĕç, презентацисем турĕç.

Холокостра хĕн курнисем çинчен тата Аушвиц вилĕм лагерĕ çинчен Виктория Миронова чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Хăйĕн сăмахĕсене презентацире вырнаçтарнă тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Вероника Степанова вара Ленинградăн хурлă шăпипе паллаштарчĕ. Тăван çĕршыв Аслă вăрçин историйĕнчи чи синкерлĕ вăхăт пулнине палăртрĕ. Ленинград хули тăшман ункинче пулнă чух унти çынсен 97 проценчĕ выçăпа вилнĕ. Çакă вара паянхи çамрăксене хытă тĕлĕнтерчĕ.

Хастарлăх урокĕнче «Ленинград блокади ачасен куçĕпе» ятлă видеофильм пăхрĕç, унтан сÿтсе яврĕç. Кун пек уроксем çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ тата паллă вырăн йышăнаççĕ.

 Е. ЯСТРЕБОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика