Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăка упрама тăрăшаççĕ

01 февраля 2021 г.

Çутçанталăка сыхласси – чи актуаллă ыйтусенчен пĕри шутланать. Çавăнпа та ăна пысăкрах тимлĕх уйăрас тесе 2019 çулта Раççейре «Экологи» наци проектне хута янă.

Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе пирĕн республика 6 проект хатĕрленĕ. Вĕсем халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес, йăла хытă каяшĕсене пухса тирпейлес, шыв объекчĕсене сыхлассине вăйлатас тата ытти çивĕч ыйтусене татса пама май парĕç.

«Экологи» наци проекчĕн «Атăла сыватасси» тата «Таса шыв» федераллă проектсене пурнăçа кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть ку ыйтупа республикăра канашлу та пулнă. Ăна строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев ирттернĕ. Вăл çĕнĕ объектсем валли конкурслă документацисене вăхăта тăсмасăр хатĕрлеме тытăнмаллине пĕлтернĕ.

Кăçал республикăра çÿлерех асăннă проектсен йĕркипе Чăваш Енре 700 миллион тенкĕлĕх пурĕ 7 объект тăвĕç тата тĕпрен çĕнетĕç. Вăл шутра, Шупашкар хули тата Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Шăмăршă, Пăрачкав районĕсем.

Ку ыйтăва иртнĕ эрнере федераци шайĕнче те пăхса тухнă. Унта регионсене çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕччен подрядчиксемпе килĕшÿсем тума, раштавăн 1-мĕшĕччен пĕтĕм ĕçе вĕçлеме хушнă.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика