Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килсĕр йытăсем сахалланĕç

01 февраля 2021 г.

Пирĕн республикăра хуçасăр çапкаланса çÿрекен йытăсем валли тăватă пурăнмалли вырăн тума палăртнă. Вĕсем кашниех темиçе района пăхса тăма пултараççĕ.

Приютсем Çĕнĕ Шупашкарта. Канаш, Улатăр тата Çĕмĕрле районĕсенче пулĕç. Çĕнĕ Шупашкарти «хÿтлĕхре» 350 йытă таран, тепĕр виççĕшĕнче – 150-шар вырнаçтарма май пулĕ. Анчах та приютсем пăхса тăракан таврара «тăватă ураллă туссен» йышĕ хăйсем вырнаçтарма пултарнинчен виçĕ хут ытларах.

Палăртса хăварар, вĕсенче йытăсене яланлăха мар, вăхăтлăха кăна вырнаçтараççĕ. Халĕ Шупашкарта пĕр приют пур. Унта вăтамран 350-500 йытă вăхăтлăха «кĕрсе тухать». Ăна 660 чĕрчун вырнаçтармалăх анлăлатасшăн.

Унсăр пуçне нарăсăн пĕрремĕшĕччен Лапсар çывăхĕнче 660 йытта вырнаçтармалли çĕнĕ пункт тума проект хатĕрлеме палăртнă.

Н. НАДЕЖДИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика