Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлпулу тухăçлă иртрĕ

01 февраля 2021 г.

Тунтикун Тăвай районĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов ертсе пынипе муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унăн ĕçне республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, çавăн пекех районсемпе хуласен администрацийĕсен структура подразделенийĕсен ертÿçисем, строительство, çул-йĕр тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Мероприятие хутшăнакансен шутĕнче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев тата хула тăвас, обществăлла инфратытăма аталантарас пайăн пуçлăхĕ Ольга Тихонова пулчĕç.

Семинара хутшăнакансем «Чăваш Республикин ял территорийĕсене Комплекслăн аталантарасси» патшалăх программине пурнăçламалли çивĕч ыйтусене, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсенче строительство отрасльне аталантарасси, бюджет укçи-тенкине çул-йĕр строительствинче алла илмелли çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç, бюджет укçи-тенкин тухăçлăхне ÿстерес тата пурнăçлакан ĕçсен пахалăхне ÿстерес тĕллевсене лартрĕç. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн регионти тапхăрне ирттерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.

А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика