01 февраля 2021 г.
Республикăра та, пирĕн районта та хÿтĕлев тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Ун йĕркипе шкулсенче класс тулашĕнчи ĕçе тĕрлĕ енлĕн те кăсăклă йĕркелеççĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси Хуракассинчи вăтам шкулта та тĕп ыйтусечен пĕри пулса тăрать.
Уйăхлăх йĕркипе виçĕмкун 11 класра вĕренекен волонтерсем 1961 çулта пушарта вилнисене халалланă палăк таврашне тирпей-илем кĕртрĕç. Çамрăксем туслăн, тăрăшса ĕçлерĕç. Палăк патне пыракан çула тата ун таврашне юртан тасатрĕç. Малашне те палăка пăхса тăмалли, ун çывăхĕнчи территорине йĕркелемелли çинчен калаçрĕç.
Синкерлĕ пулăма аса илмесĕр ирттермерĕç вĕсем. Пушарта шар курнă 106 ачапа 4 вĕрентекене Хураскасси шкулĕнче вĕренекенсем яланах асĕнче упрĕç. Вĕсен ячĕпе малашне те ырă ĕçсем тăвĕç.
Л. СЫНКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)