Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялах юлас терĕм…

23 января 2021 г.

Аслă ăрури çынсене чысласси пирĕн районта йăлана кĕчĕ. Çак илемлĕ хĕл кунĕсенче Хуракасси тăрăхĕнчи маттур хĕрарăма сумлă юбилейпе саламларĕç.

Зинаида Харитоновна Харитонова1931 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Хуракасси ялĕнче çуралнă. 1955 султа çак ялах качча тухнă, Николай Егорович Толстовпа çемье çавăрнă. Мăшăр 3 хĕрпе 3 ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Халĕ вунпĕр мăнук тата тăхăр кĕçĕн мăнукпа савăнать 90 тултарнă хĕрарăм.

Зинаида çамрăк чухне Камский ГЭС (хăй каланă пек çырнă) тунă çĕрте ĕçленĕ. Чăвашран 250 çамрăк тухса кайнă çак стройкăна тесе палăртрĕ вăл. Хастар та ĕçрен хăраман чăваш çамрăкĕсем ку объекта хăпартнă çĕрте нумай тăрăшнă. Зинаида Харитоновна ĕçлекен бригадăн ертÿçи çамрăк хĕре Çĕнĕ Шупашкарта çĕкленекен гидро-электро станцине куçма сĕннĕ, анчах хĕр ялне таврăнать. Тăван кĕтес ăна йыхăрать. Яла таврăнсан вăл сурăх, сысна фермисенче нумай çул хушши вăй хунă. Зинаида Толстова мухтавлă ĕçĕшĕн нумай наградăсене тивĕç пулнă. 1974, 1976, 1977 çулсенче «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи»,1975 çулта «Ĕçри кăтартусене ÿстерсе пынăшăн», «Сысна ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿ-сем кăтартнăшăн» хисеп грамотисене тивĕçнĕ хастар хĕрарăм. Çавăн пекех «Амăшĕн мухтавĕ», «Пархатарлă ĕçшĕн» медальсене те илме чыслă пулнă вăл.

1981 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухать. Анчах алă усса ларман, тепĕр 15 çул лесхозра ĕçленĕ.

Сумлă юбилей ячĕпе Зинаида Толстовăна Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн саламлă çырăвĕсемпе тивĕçтерчĕ. Ял администрацийĕ ячĕпе пĕчĕк парне - ăшă тутăр - парнелерĕ. Савăнăçлă уява Хуракассинчи вулавăш çумĕн-чи «Сентреш» ушкăн илемлĕ юрă-кĕвĕпе тăсрĕ, сумлă çулсене çитнĕ хăрарăм ячĕпе чăваш юррисен ярăмне шăрантарчĕ.

 

В. КУРАКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика