23 января 2021 г.
«Тĕнчери чи паллă кун вăл - çуралнă кун», - тесе юрлать Александр Васильев юрăç. Унпа килĕшсе эпĕ хамăн хĕреснаннене, Милентина Васильевна
ИГОЛКИНĂНА, 90 çулхи сумлă юбилейпе саламлатăп, унпа вулакансене те паллаштаратăп.
М.В. Иголкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Агатеева) 1931 çулта кăрлачăн 19-мĕшĕнче Карапаш ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ ун йывăр вăхăта лекнĕ. «Вăрçă ачисем» тетпĕр эпир паян вĕсене. Хĕреснанне амăшне, Анна Сергеевнăна, окоп чавма илсе кайман, мĕншĕн тесен вĕсен килĕнче Шупашкартан окоп чавма янă виçĕ студентка пурăннă. Хăйĕн ачисем пекех пăхнă вĕсене Анна аппа. Яланах хĕрсене валли вĕри апат, ăшă кăмака, ăшă пÿрт, вĕри мунча хатĕрленĕ вăл.
1942 çулта, уйрăмах чÿк уйăхĕнче, Сталинград патĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Хĕреснаннен ашшĕ Василий Михайлович тата унăн шăллĕ Иван Михайлович Красные Липки хутор патĕнче йывăр аманнă. Василий Михайловича госпитале илсе çитернĕ, анчах суранĕсем тарăн пулнипе вăл вилсе каять. Иван Михайлович вара хыпарсăр çухалнă.
1970 çулсенче Агатеевсен çемйи Красные Липки хутора çитнĕ. Аякран килнĕ хăнасене вырăнти çынсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Салтак арăмĕ - упăшкин, хĕрĕ – ашшĕн, мăнукĕ кукашшĕн хушаматне палăк çинче кураççĕ. Унăн ячĕ списокра пĕрремĕш пулнă. Çав кун палăк умĕнче митинг ирттернĕ: ял халăхĕ, шкул ачисем пуçтарăннă. Аса илмелли чылай пулнă пухăннисен. Çак хуторти госпитальте ĕçленĕ санитарка каласа панă тăрăх, госпиталь унччен лаша вити пулнă çуртра вырнаçнă. Унта кашни кунах питĕ нумай аманнă салтака илсе пынă. Пĕр çĕре 26 паттăра пытарнă, вĕсем хушшинче - Василий Михайлович та. Юлашкинчен палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, асăнмаллăх сăн ÿкерттернĕ. (Çак статьяри сăнÿкерчĕк шăпах çав вăхăтра тунăскер. Милентина Васильевна унта суллахайран пĕрремĕш тăрать). Вырăнти пионерсем палăк йĕри-тавра хытхура ÿсме паманни, тирпейлесе тăни Агатеевсене савăнтарнă. «Кайран та чылай вăхăт хушши пионерсемпе çыру çÿретрĕмĕр», - аса илет Милентина Васильевна.
Вăрçă çулĕсенче колхозри пĕтĕм ĕçсене ватă-вĕтĕсемпе хĕрарăмсем пурнăçланă. Арçын ачасем суха тунă, хĕрачасем хĕрарăмсемпе сÿреленĕ. Шкулта та вĕренмелле пулнă, ывăннине туйман, те çамрăклăх вăй панă, те тăшмана хăвăртрах çапса аркатас шухăш пулăшса пынă. Колхозра начар лашасем кăна юлнă, çирĕп-
реххисене фронта илсе кайнă. «Суха, сÿре тунă чух лашасем ана çинчех ÿкетчĕç, вара эпир курăк çумласа çитерсе вĕсене ура çине тăрататтăмăр», - аса илет хĕреснанне. Лашасемпе уйсене тислĕк, кĕл турттарнă, Сĕнтĕрвăррине тырă леçме çÿренĕ т. ыт. те.
Вăрçă чарăннă хыççăн халăх мирлĕ ĕçе пуçăннă. Милентина Шупашкарти суту-илÿ коопераци шкулне пĕтернĕ. Çамрăк специалиста направленипе Сĕнтĕрвăрринчи ГОРПОна ĕçлеме яраççĕ.
1955 çулта хĕреснанне çемье çавăрать, ачисем çуралаççĕ. Упăшкипе, Николай Николаевичпа, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сакăр çул ĕçленĕ хыççăн çемье Çĕнĕ Шупашкара куçса каять. Милентина Васильевна ОРСра 25 çул ĕçлесе пенсие тухать. Ĕçре хастар та пултаруллă пулнăшăн нумай наградăсене тивĕçнĕ вăл: «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ветеранĕ», «Вăрçă ачисем» удостоверенисене час-часах алла илет. Халĕ хĕреснанне мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе чунне йăпатать, вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанать. Паянхи куна Милентина Васильевна хăй тĕллĕн пурăнма вăй çитерет, йĕлтĕр патакĕсем тытса уçăлма çÿрет.
Хаклă хĕреснанне, ан чирле, нумай çул пурăнма Турă вăй-хал патăр сана.
Р. МАРТЬЯНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)