Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ кĕнекисем çителĕклĕ пулĕç

23 января 2021 г.

Иртнĕ çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин «Культурăпа туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш чĕлхине упрасси, вĕренесси тата аталантарасси» çийпрограммăн проектне ырласа йышăннăччĕ. Ку енĕпе Чăваш кĕнеке издательстви чи малтан ĕçе тытăнчĕ темелле.

«Вĕренÿ кĕнекисем хушма тиражпа пичетленчĕç. 2020 çулта Вĕренÿ институчĕ тăван чĕлхе, литература тата культурипе историне вĕрентме вĕренÿ кăларăмĕсем çителĕклех-и тесе мониторинг ирттернĕ. Çак тишкерÿ кĕнекесем çитменнине кăтартса панă. Çĕнĕ çул тĕлне тÿрех 16 тĕслĕ кĕнеке тухрĕ. Акă, вĕренÿ кĕнекисен çÿлĕкĕ 800-тен пуçласа 6600 экземпляр таранах пуянланчĕ», - пĕлтерет Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова.

Мĕнлерех кăларăмсем кун çути курнă-ха издательствăра. 1-мĕш класс валли «Чăваш азбуки», 5-мĕш классем валли «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекисем кун çути курнă. 5-7-мĕш классем валли «Тăван литература» пичетленнĕ.

Вырăс шкулĕсенчи 1-4-мĕш классем валли «Чăваш чĕлхи» çĕнĕрен тухнă. Саккăрмĕшсем валли те «Чăваш чĕлхи» кăларăма тепĕр хут кăларнă.

«Тăван ен» (Родной край) вĕренÿ пособийĕсем 1-3-мĕш классем валли çителĕксĕртен вĕсене хушса пичетлемелли кăларăмсен списокне кĕртнĕ.

Вĕренÿ пособийĕсене пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

 

Н. НАДЕЖДИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика