Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх çулĕсемпе

23 января 2021 г.

2021 çул - Чăваш Республикинче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнă çĕрте вăй хунă çынсен паттăрлăхне халалланă çул. Республикăра ку ĕçе пурнăçлас енĕпе чылай мероприятисем ирттерме плана кĕртнĕ.

Район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова плана кĕртнĕ ĕç-пуçа сÿтсе явма йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттерчĕ. «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра пулса иртнĕ паха та кăтартуллă страницисенчен пĕри вăл Хусан хÿтĕ-лев чиккисен йĕрне хăпартни. Пирĕн тăрăхра çак ĕçе пурнăçланă çынсем çинчен пуян информаци пухса хатĕрлесси – пирĕн тивĕç. Çавна май эпир районти вĕренÿ учрежденийĕсем, библиотекăсем, краеведени музейĕ, культура учрежденийĕ-сем пĕр йĕрпе ĕçе йĕркелемелли план хатĕрлерĕмĕр», - пĕлтерчĕ Елизавета Викторовна пухăннисене. Ларăва хутшăннисен хушшинче районти вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Дарья Камбулова, пĕрлештернĕ библиотека системин ертÿçи Татьяна Хамидуллина, пĕрлештернĕ клубсен системин пай ертÿçи Наталия Андреева, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх пайташĕ Марина Вишневская, район пурнăçĕнчи ĕçсене хастар хутшăнакан, Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Олимпиада Алексеевăпа Виталий Маклашкин пулчĕç.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче «Тылри паттăрлăх» культурăпа çутĕç акцийĕ иртĕ. Унта Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Куславкка, Çĕрпÿ районĕнчи культура, вĕренÿ учрежденийĕсем хутшăнĕç. Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев йĕрĕсене хăпартни 80 çул çитнине халалласа районти Культурăпа туризм çуртĕнче уяв каçĕ иртĕ.

«Нарăс-пуш уйăхĕсенче информаци пухас енĕпе калăпăшлă ĕçсем иртĕç. Ака уйăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тăрăх тирпей-илем кĕртес енĕпе акцисем ирттерме планланă. Çу уйăхĕнче, ытти çулсенчи майлах, Аслă Çĕнтерĕве çывхарма тăрăшнисене чысласа асăну митингĕсем иртĕç. Авăн уйăхĕнче «Вуламалла. Пĕлмелле. Асăмра тытмалла» электронлă журналăн презентацине кăтартĕç. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Паттăрлăх урокĕ» акци ирттерме планланă. Раштав уйăхĕнче çулталăка чыслăн вĕçлемелле»,- тĕрĕ Елизавета Матюшова.

Малалла калаçăва Виталий Маклашкин хăйĕн сĕнĕвĕсемпе тăсрĕ. Вăл Кĕчкей ялĕ çумĕпе иртсе каякан хÿтĕлев йĕрĕсене хăтлăх кÿртмелли çинчен каларĕ. Туристсене килсе курма майсем тупмалли çинчен те сĕнÿсем пачĕ Виталий Иванович.

Чăваш патшалăх университечĕн географи факультечĕн доценчĕ, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх пайташĕ Марина Вишневская çамрăксемпе шкул ачисене çак мероприятисемпе анлăн кăсăклантарма «Истори çулĕсемпе» проект тăрăх грант илме май пур тесе каларĕ.

Наталия Андреева та патриотизмла воспитани парас енĕпе çыхăннă туристсене килсе курма май паракан проект çинче чарăнса тăчĕ.

Дарья Камбулова районти шкулсем «Тылри паттăрлăх», «Паттăрлăх урокĕ» акцисене активлă хутшăнасса çирĕплетрĕ.

 О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика