23 января 2021 г.
Сурхури уявĕ умĕн Шупашкар хулин централизациленĕ клуб системи «Сурхури» ятлă уçă фестиваль-конкурс ирттернĕ. Унта хутшăннисен йышĕнче пирĕн район та пур.
Фестивале халăхăмăрăн ăс-хакăл несĕлне упраса хăварас, Чăваш Республикинчи йăла-йĕркене упрас енĕпе тата культурăра талантлă çынсене тупса палăртас тата хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Çак конкурса Шуршăлти Культура çурчĕ те активлă хутшăннă. «Хĕллехи юрă» номинацире «Горошинки» вокал ансамблĕн солистки Ульяна Альгеева (ертсе пыраканĕ – Лидия Комарова) тата «Мерчен» ансамбль (ертÿçи – Алевтина Петрова) хăйсен пултарулăхне кăтартнă, иккĕшĕ те призерсем пулса тăнă. «Мерчен» ансамбль - II степенлĕ диплома, Ульяна Альгеева вара III степенлĕ диплома тивĕçнĕ.
Асăннă конкурсра Чăнкасси ялĕнчи Культура çуртĕнчен Карина Иванова та «Хĕллехи юрă» номинацире хутшăннă. Унăн пултарулăхне жюри пайташĕсем III степенлĕ дипломпа хакланă.
Хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартнă призерсене саламлатпăр! Çĕнĕ ăнăçусем сунатпăр. Халăхăмăрăн культурипе пуян йăли-йĕркине упракан, аталантаракан пултаруллă çынсем пирĕн районта пурришĕн савăнатпăр, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)