23 января 2021 г.
Виçĕмкун Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Евгений ГЕРАСИМОВ ĕçлĕ визитпа Сĕнтĕрвăррине килчĕ. Пирĕн хулари предприятисене çитсе курчĕ.
Ĕçлĕ ушкăнра çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, хула хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин пулчĕç. Вĕсем Марпосадкабель» акционерлă обществăн, «Терция», «НПО Инновация» тата «Дриада-лестницы» тулли мар яваплă обществăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Предприяти ертÿçисем чи малтанах ĕçре тĕл пулакан проблемăллă ыйтăвĕсене хускатрĕç. Вĕсен шутĕнче: ка-дрсем çитменни, оборудованисем туянма нумай вăхăтлăха çăмăллăх кредичĕсем илесси, туса илнĕ продукцие республикăра сахал вырнаçтарни, материалсемпе чĕр таварсен хакĕ пысăк пулни.
Предпринимательсемпе калаçнă май, Евгений Герасимов патшалăх регионти бизнеса пулăшма хатĕррине, республика территорийĕнче ĕçлекен предприятисене укçан тата укçаллă мар мерăсемпе пулăшма май пуррине палăртрĕ.
А. МАКСИМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)