18 января 2021 г.
Кăрлачăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствипе «Раççей автомобиль çулĕсем» патшалăх компанийĕ хушшинче ĕçлĕ тĕлпулу иртнĕ.
Канашлура пĕрле ĕçлемелли ыйтусене, çавăн пекех обществăлла калаçу пĕтĕмлетĕвĕсемпе çыхăннă темăсене сÿтсе явнă. Эксперт ыйтăвĕсен пĕр пайне ĕçе илнĕ, хăшпĕрисемпе калаçса татăлма та ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, проекта чĕрчунсем валли трассăсем урлă каçмалли вырăнсем (экодуксем) туса хăварасси пирки улшăнусем кĕртĕç.
«Проект шайĕнче çул салатмалли икĕ вырăн тума та палăртнă. Вĕсем хушшинче 70 çухрăм ытла. Йĕпреç поселокĕнчен инçех мар хушма салатмалли вырăнсем пăхса хăварас ыйтăва та палăртса тухмалла», – терĕ Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов. «Раççей автомобиль çулĕсем» Патшалăх компанийĕн представителĕсем çак объекта проекта кĕртмелли майсене тишкерме сĕннĕ.
Тĕлпулăва хутшăнакансем автомобиль çулĕ иртекен халăх пурăнакан вырăнсенче граждансен интересĕсене май килнĕ таран шута илмеллине, вĕсен хăтлă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тĕрлĕ майсене, çавăн пекех тавлашуллă ыйтусем сиксе тухсан килĕшÿ шырамаллине палăртнă.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)