18 января 2021 г.
Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов республикăра чиртен сыхланма халăха вакцина тума пуçланине каланă.
Прививкăна врачсем, вĕрентекенсем, социаллă ĕçченсемпе волонтерсем кăна мар, 18 çултан аслăраххисем те тума пултараççĕ. Массăллă вакцинацилеме 33 пункт хатĕрленĕ, 27 медицина организацийĕнче ятарлă пÿлĕмсем йĕркеленине пĕлтернĕ вăл.
Прививка тутарас текенсен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, электронлă регистратура урлă, 122 телефон номерĕпе çырăнмалла, çавăн пекех тухтăр та черете тăратма пултарть.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Информаци министерствине порталсем урлă çырса пымалли майсене хута янине тĕрĕслесе тăма хушнă.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин хăйĕн сăмахĕнче COVID-19 чирĕпе студентсемпе преподавательсем ытлашши чирлеменнине, кăтарту чакнине палăртнă. Лайăх кăтарту упранса юлсан, министерство республикăри мĕнпур аслă шкулсенче тăрăшакансене куçăмлă вĕрентÿ патне таврăнма сĕнÿпе тухма шут тытнине палăртнă.
Олег Николаев эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăх пулсан куçăм вĕрентÿ формачĕ патне таврăнма май пуррине асăннă.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)