Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăк пуянлăхне упрассишĕн

18 января 2021 г.

Чăваш Енре регион пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхламалли çĕнĕ çутçанталăк лаптăкĕсем хутшăнĕç. Вĕсем çутçанталăк комплексĕн паха пайĕсем шутланаççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра регион тата федераци шайĕнчи уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорийĕсемпе объекчĕсем - пурĕ 70. Вĕсен лаптăкăшĕ - 82,32 пин гектар. Федераци пĕлтерĕшлисем иккĕ: «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ тата «Присурский» заповедник.

2020-2025 çулсене палăртнă Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшÿллĕн, 2024 çулччен республикăра Сăр шывĕ çумĕнчи территорисенче 3800 гектартан кая мар уйрăмах сыхламалли çĕнĕ çутçанталăк лаптăкĕсем тума палăртнă. Ăна Сăр юханшывĕн бассейнĕнчи çĕкĕ пулăн йăхне сыхласа хăварас тесе тăвĕç. Аса илтеретпĕр, çак йышши пулла Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

Тепĕр ырă пулăма та палăртса хăварар. Иртнĕ çул «Çулталăкри Раççей йывăçĕ» федераци конкурсĕ иртрĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн, Муркаш районĕнчи Ильинка ялĕ çывăхĕнче ÿсекен 370 çулхи юман пирĕн çĕршыври тĕп юман пулса тăчĕ.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика