18 января 2021 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене субсиди парса пулăшрĕç. Республикăра пурăнакансем 50 пин ĕнешĕн 156 миллион тенкĕ укçа илнĕ. Пирĕн районти çынсем те çак çăмăллăхпа усă курнă.
Патшалăх паракан пулăшу укçи отчетпа çыхăннине манмалла мар. Субсиди илнисен 2021 çулти кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхра ĕне шутне чакарманнине ĕнентерекен документа нарăсăн 1-мĕшĕччен ял тăрăхне çитермелле. Отчет памалли бланкне Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен илмелле. Хушма хуçалăхра ĕне шучĕ малтанхи пекех тухмалла, унсăрăн субсидие каялла тавăрса пама тивет. Енчен те ĕнене ветеринари кăтартăвĕпе аш-какая пама лекнĕ пулсан, кил хуçин ветеринартан справка илсе кăтартмалла пулĕ.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)