Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри хăватлăхне çухатман

18 января 2021 г.

Ăшă сăмах ăшăтать тенине кашниех хапăлласа йышăнатпăр. Тимлĕхпе ăшпиллĕ сăмахсене нумаях пулмасть Карапаш ялĕнче пурăнакан Юлия Ивановна ВАСИЛЬЕВА тивĕçрĕ. Сăлтавĕ те пур – маттур хĕрарăм çак уйăхра 90 çул тултарнă. Вăл - тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.

Юля аппа 1931 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче Карапаш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул вуннăра пулнă хĕрача çав йывăр тапхăра аван астăвать. «1941 çулхи хĕлле çав тери сивĕ пулчĕ. Аннене окоп чавма илсе каятчĕç. Чĕркуççийĕсене тутăрпа çыхатчĕ. Çĕрле çеç килетчĕ анне, алли-урисене тăм илсе лартатчĕ. Килте тăваттăри йăмăкпа иксĕмĕрех юлаттăмăр. Хамăрах вут хутнă, яшка пĕçернĕ. Çăрарах пултăр тесе çăнăх лăкаса яраттăмăр яшка çине. Крахмал икерчи пĕçереттĕмĕр. Çуллахи вăхăтра эпир тырă пучаххи пуçтарнă, мăян сăтăрнă. Мăян çăнăхĕнчен çăкăр пĕçернĕ, питĕ йÿçĕччĕ», - каласа парать Юлия Ивановна.

Пурнăç йывăр пулнă пирки ултă класс кăна пĕтерме тивнĕ хĕрачан, малалла вĕренме амăшĕ ирĕк паман.Çапла вара хĕрупраç хулпуççийĕсем çине çамрăклах ĕç лавĕ тиеннĕ. «Бригадăна кайрăм. Лашапа çÿренĕ. Пирĕн бригадăра арçынсем çукчĕ, лашисене хамăрах кÿлнĕ. Сÿре патне кайнă, кайран - сухана... Ĕç тиркесе тăман», - тет Юля аппа.

Ĕçпе пиçĕхнĕ хĕр çак ялах качча тухнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ çичĕ ача çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Паянхи кун Юлия Ивановнăна хĕрĕсем тимлĕх уйăраççĕ.

90 çул тултарнă ятпа юбиляра Карапаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Мартьянова Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн саламлă çырăвĕсемпе чысларĕ. Ял администрацийĕ ячĕпе те вăл ырă сăмахсем тата асăнмалăх парне парнелерĕ. «Туслăх» пултарулăх коллективĕ Юлия Ивановнăна саламласа илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Чунĕпе ватăлман, хастарлăхне паянхи кун та упраса хăварнă кил хуçи саламлакансене чĕререн тав турĕ, пурне те сывлăхпа пурăнма сунчĕ.

М. ЖАНДАРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика