Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усламçă пулас тесен – вĕрен

18 января 2021 г.

Чăваш Енре пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче «Россельхозбанк» АО пуçарнă «Фермерсен шкулĕ» вĕренÿ проектне хутшăнма кăмăлланисен конкурсне палăртнă. Асăннă проект çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем уçма, паянхи кун ĕçлекен хуçалăхсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшас енĕпе тĕллевлĕ.

Чăваш Республикин ял- хуçалăх министерстви тата Чăваш патшалăх аграри университечĕ пулăшнипе ку программа бизнеса тытса пыракан чи лайăх кăтартуллă хуçалăхсен опычĕпе паллаштарĕ.

Унăн шайĕнче усламçăсем валли 252 сехетлĕ «Сыр хатĕрлемелли çĕнĕ технологисем» тата «Çырла ĕрчетесси» тÿлевсĕр вĕрентÿ программисем хатĕрленĕ. Асăннă вĕрентÿ программи ятарлă грант пулăшăвĕ илме май парĕ. Палăртса хăварар, çак кунсенче Ялхуçалăх министерстви тепĕр юхăмпа - «Теплицăра пахчаçимĕç ĕрчетесси» енĕпе те вĕренÿ сехечĕсем кĕртесси пирки пĕлтернĕ. Раççей Федерацин ялхуçалăх министерстви тата «Россельхозбанк» АО пуçарăвĕпе «Фермерсен шкулĕ» проектра хутшăнас кăмăл тунисен заявленисене 2021 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕччен йышăнĕç.

Вĕренÿ пуçламăшне нарăс уйăхне палăртса хунă.

 О. СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика