Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ çемье чăмăртаннă

18 января 2021 г.

Çĕнĕ çула кĕнĕренпе пирĕн районта виçĕ çемье чăмăртаннă. Ăна район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăрлачăн 12-мĕшĕнче регистрациленĕ.

Çемье çавăракансем ытларах хăш кун пĕрлешессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2021 çулăн малтанхи уйăхĕ илемлĕ те хăйне евĕр хисепсемпе палăрса тăрать. «1» тата «2» хисепсем пĕр-пĕринпе юнашар тăрса е ылмашăнса çураçулăх тата телей кÿрессе шанаççĕ юратуллă мăшăрсем. Сăмахран, «12.01.2021» - шăпах çавăн пеккисен шутĕнче. Унта темĕнле вăрттăнлăх упранать тейĕн. Çавăнпах пулĕ иртнĕ ытларикун виçĕ мăшăр пĕрлешме кăмăл тунă. Çамрăк мăшăрсене саламлатпăр! Сирĕн чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр.

Тепĕр илемлĕ кун çинчен те аса илтерсе хăварас килет, вăл – кăрлачăн 21-мĕшĕ (21.01.2021). Çак кун пĕрлешес текенсен госуслуги пĕрлĕхлĕ портал урлă çав датăна малтанах йышăнса хумалла е ЗАГС пайне заявлени тăратмалла.

Л. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика