Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх пытăр ĕмĕре

26 декабря 2020 г.

Çынсене пĕр-пĕринпе тĕлĕнмелле туйăмсем пĕрлештереççĕ. Тепĕр чух нихăçан калаçса курман, пачах палламан çынпа тĕл пулатăн та пĕр шухăшлă, пĕрпек тĕллевлĕ пулнине туйса илетĕн. Çакăн пек çынсенчен тытăнса тăрать Кĕчкей вулавăшĕ çумĕнче ĕçлекен «Туслăх» ушкăн.

Ку ушкăн йĕркеленĕвĕ çав тери кăсăклă иккен. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Кĕчкей ялне Малти Пукашсем концерт программипе савăнтарма çитнĕ. Çав самантра паллашнă та Пукашри маттур купăсçă Федор, янравлă сасăллă Николай тата Кĕчкейпе Карапаш ялĕнчи юрă-ташăна кăмăллакан Лена, Ирина тата Лида. Пĕр тĕллев лартса темиçе ялта пурăнакан маттур çынсем пултарулăх ушкăнне пуçарса яраççĕ, çу уйăхĕнче унăн ятне те калăплаççĕ. «Туслăх» ят пурин кăмăлне те тивĕçтерет. Онлайн-мелĕпе тĕрлĕ конкурссенче хутшăнасси кăçалхи çул анлă сарăлчĕ, самани çапла ыйтать. Асăннă ушкăн та çакăн пек мелпе хутшăнса Муркаш тăрăхĕнче йĕркеленнĕ «Кала, купăс, янра, юрă!» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, Куславкка тăрăхĕнче иртнĕ «Выля, хуткупăс!» тупăшура та хутшăннă. Федор Антонов купăсçă вара ик конкурсĕнче те иккĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулнă.

«Туслăх» ушкăна пĕрлешнĕ маттур çынсем çинчен уйрăммăн асăнса хăварас килет. Ушкăнра паянхи кун пиллĕкĕн. Ирина Макарова-Кĕчкей ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ, Лидия Енцова Çĕнĕ Шупашкарти пульницăра вăй хурать, Лена Мокеева Кĕчкейри Культура çуртĕнче пултарулăх ертÿçи пулса ĕçлет, Николай Кузьмин-пенсионер Шĕнерпуçĕнче пурăнать, Федор Антонов та тивĕçлĕ канура, Малти Пукаш ялĕнче пурăнать. Сĕнтĕр-

вăрри районĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнса йĕркеленнĕ ушкăн аслă ăрури çынсене халалланă уйăхлăх иртнĕ тапхăрта Кĕчкей, Уй-Пилемĕч, Çĕнъял Пукаш ялĕсенчи уçă сывлăшри сценăсем çинче хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Кашни ялтах вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Вырăнти артистсем хăйсен репертуарне 70-80-мĕш çулсенче янăранă юрăсен пуххине, чăваш халăх юррисене кĕртнĕ. Ăста купăсçă вылявĕпе янăравлă юрăсем пĕрлешсе савăнăçлă та тыткăна илекен программа хатĕрленнĕ. Нумаях пулмасть Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Валентина Гришина хăйĕн сумлă юбилейĕ ячĕпе асăннă ушкăн саламĕсене йышăнчĕ, Карапашра пурăнакан паллă поэтесса Любовь Мартьянова та «Туслăх» репертуарĕнчи илемлĕ юрăсен ярăмне çуралнă кунĕнче итлесе киленчĕ.

Малалла та хăйсен пултарулăхĕпе кăмăла уçчăр ушкăна çÿрекенсем, çитĕнÿсемпе савăнтарччăр!

 

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика