26 декабря 2020 г.
2020 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнчен пуçласа 2021-мĕш çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕччен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман лесничествин территорийĕнче çĕнĕ çул уявĕсем валли лăсăллă вăрман йывăçĕсене саккунсăр касассине чарса лартас енĕпе профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.
Çĕнĕ çул - çемье уявĕ, унăн тĕп символĕ симĕс чăрăш шутланать. Вăрман хуралçисемшĕн шăпах уяв символĕ -лăсăллă йывăçсен шайĕнче. Çĕнĕ çул умĕн çав йывăçăн çамрăк хунавĕсене саккуна пăсса касассин тĕслĕхĕсене асăрхама пулать. Çавна май Чăваш Республикинчи çутçанталăк сыхлавĕн министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Вăрман хуралĕ» учрежденийĕ каснă çамрăк чăрăшсемшĕн тата хырсемшĕн, Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, административлă тата уголовлă яваплăх тытма лекни çинчен аса илтерет.
Раштав - кăрлач уйăхĕсенче лăсăллă йывăçсене саккунсăр каснине тупса палăртсан Раççей Федерацийĕн административлă правонарушенисен Кодексĕн 8.28 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă штраф парĕç: граждансене 3000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран, должноçри çынсене 20000 тенкĕрен пуçласа 40000 тенкĕ таран, юридически сăпатсене 200000 тенкĕрен пуçласа 300000 тенкĕ таран пулать. Тăкакăн хакĕ 5 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан, уголовлă яваплăх тытма тивĕ.
Анчах та ытла пăшăрханма кирлĕ мар, уяв чăрăшне пасарсенче туянма май пур. Сутаканăн вара хыр-чăрăша сутма ирĕк паракан документсем кăтартмалла, унта йывăçа ăçтан касса илсе килни паллă пулмалла.
Г. АНДРЕЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)