26 декабря 2020 г.
«Вместе-Пĕрле!» пĕрлехи çемьере» фестивале Трактор тăвакансен культура керменĕ тата Халăхсен туслăхĕн çурчĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалланă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уява хутшăнакансемпе хăнасене саламланă. Тĕп концерт программи пуçланас умĕн хăнасем тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, нумай нациллĕ патшалăх историйĕпе кăсăкланнă. Наци костюмĕсен «Нумай енлĕ Чăваш Ен» кăтартăвĕ уйрăмах паха пулнă хăнасемшĕн. Уявра культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши янăранă.
Республика Пуçлăхĕ мăшăрĕпе тата хĕрĕпе пĕрле Çĕнĕ çул елки çине «ПĔРЛЕ!» тесе çырнă теттесемпе илемлетес ĕçе хутшăннă. Пухăннисене саламланă май Олег Николаев фестивале тĕрлĕ наци çыннисем хапăл туса хутшăннине палăртнă, Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалласа регионта кăсăклă чылай мероприяти иртнине асăнса хăварнă, тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнни ĕçлĕ çыхăнусене аталантарма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кÿрет тенĕ.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)