26 декабря 2020 г.
Турханкассинчи Яичниковсен çемйине ялта кăна мар, районта та пĕлеççĕ темелле. Уйрăмах юлашки икĕ çул хушшинче конкурссене хутшăнса хăйсене пур енлĕн кăтартрĕç вĕсем. Кăçал вара район шайĕнче «2020 çулхи çулталăкри çемье» ята тивĕçрĕç.
Çак пултаруллă çемье 14 çул каялла чăмăртаннă, унтанпа йыш та хутшăннă - виçĕ ача ÿстерет мăшăр. Яичниковсем ялта пурăнаççĕ, ĕçе вара Шупашкара çÿреççĕ. Çакă вĕсене хуçалăха тытса пыма, ачисене тĕрĕс воспитани пама пĕрре те чăрмантармасть. Амăшĕ, Зоя Юрьевна, пулăшнипе вĕсем пурне те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Никита Петрович «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплă обществăра сварщик пулса ĕçлет. Техникăпа кăсăкланать, çавăнпа та пушă вăхăт тупăнсанах машинăсем юсать. Кил хушшинчи чылай ĕçе техникăпа тăвать вăл, унăн юратнă хурçă лаши – мотоблок.
Галина Ниловна Шупашкарти «Парус» кафере ĕçлет. Апат-çимĕç пĕçерме юратакан хĕрарăм тутлă кукăльсемпе тата чус-таран пĕçернĕ тĕрлĕ кăпăш пылак апатсемпе тĕлĕнтерет. Халĕ вăл виççĕмĕш ачипе килте ларать. Маттур ашшĕ-пе амăшĕ ачисене те ĕçе вĕрентсе ÿстереççĕ, çутçанталăк панă пултарулăхĕсене аталанма майсем туса параççĕ.
Аслă хĕрĕ Даша Сĕнтĕрпуç шкулĕн-че çиччĕмĕш класра вĕренет. Питĕ ÿкерме юратать вăл. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе шкулти тата ялти Культура çуртĕнчи мероприятисене хутшăнать. Пултаруллă хĕрача конкурссенче малти вырăнсем йышăнать. Нумаях пулмасть Историпе художество тата литература патшалăх музейĕ – «Абрамцево» заповедник ирттернĕ конкурсра Даша III степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ.
Варя вара иккĕмĕш класра вĕренет. Вăл та пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Ун ăсталăхĕ те, аппăшĕнни пекех, ÿнерпе çыхăннă, анчах та вăл чунне çывăх илеме кĕлеткесене хывать: юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсене пластилинран ăсталать. Кăçал, çуллахи вăхăтра, унăн алă ĕçĕсене тĕрлĕ конкурссене тăратрăмăр, çапла вара Варьăн дипломсемпе сертификатсен шучĕ тата хутшăнчĕ.
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă конкурссене те активлă хутшăнчĕç Яичниковсем. Вăл шутра: «Çĕнтерÿ чÿречисем», «Тăнăçлăх чÿречисем», «Тăнăçлăх кăвакарчăнĕ», «Кукăль пĕçер те Тавтапуç тесе кала», «Раççей чÿречисем», «Вилĕмсĕр полк», «Раççей ялавĕ» тата ытти конкурссем.
Асăннă çемье çулталăкĕпех тĕрлĕ мероприятисене хутшăннипе тĕлĕнмеллех уйрăлса тăчĕ, районта та палăрчĕ. «2020 çулхи çулталăкри çемье» конкурсра районта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Республикăран вара сертификатпа таврăнчĕ. Кунашкал анлă конкурсра хутшăннишĕн питĕ савăнаççĕ вĕсем. «Малалла тата хытăрах тăрăшăпăр», - теççĕ Яичниковсем. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.
Н. КРАСНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)