26 декабря 2020 г.
Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Унта регион, муниципалитет тата федерацин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Журналистсем регион ертÿçине видеоçыхăну енĕпе интереслĕ ыйтусем пачĕç.
Республика Пуçлăхĕ прессăпа хутшăнни икĕ сехет ытла пычĕ. Çак вăхăтра Олег Николаев Улатăр хулинче çÿп-çап пуçтарас, Канашри Ленин проспектне тĕпрен юсас, граждансен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлесси, тĕрлĕ категорири çынсене социаллă пулăшу парас, республикăри обществăпа политика лару-тăрăвне малалла аталантарас енĕпе 20 ыйту çине хуравларĕ. «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатăн корреспонденчĕ каланă тăрăх, юсанă шыв башнисене хута янă хыççăн пусăм вăйланать, çавна пула шыв пăрăхĕсен системисенче авари пулас хăрушлăх тухать. Олег Николаев республика правительствинче çак ыйтăва сÿтсе явнине пĕлтерчĕ. «Кăçал пуçланă шыв башнисене модернизацилемелли программăна эпир малалла тăсма палăртса хăварнă, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн уссине кăтартрĕ», – терĕ регион ертÿçи. Çавăн пекех вăл шыв башнисем нумайăшĕ «хуçасăр» пулнине палăртрĕ, çавна пула вĕсене хăйсен шайне илме ĕлкĕреймен муниципалитетсем модернизаци программин айккинче юлнине пĕлтерчĕ.
Олег Николаев пресс-конференцире çĕнĕ коронавир инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта васкавлă медицина пулăшăвĕн службин çивĕч ĕçне палăртрĕ. Маларах саll-центрта кашни оператор валли талăкра 90-100 чĕнÿ килнĕ пулсан, йывăр тапхăрта вара 600 ытла пулнă.
Пĕтĕмпе «03» службăна талăкра 3 пин шăнкăрав кĕрет. Васкавлă пулăшу бригадисем çăмăл мар лару-тăрăва сăнаса тăраççĕ. «Хăрушă чирпе чирленĕ пациента больницăна леçме кăна юрамасть, малтан диагностика центрне илсе пымалла, кăтартăва кĕтсе илмелле тата ăна килти условисенчен уйăрмалла, стационара вырнаçтармалла»,- ăнлантарчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех васкавлă медицина пулăшăвĕн службине 53 автомобиль панине,çак кунсенче тата 20 автомобиль килсе çитмелле тесе пĕлтерчĕ.
Регион ертÿçи «Вăрçă ачисем» статуслă çынсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне укçа-тенкĕ енчен пулăшу памалли майсем çинчен каласа пачĕ. «Укçа-тенкĕпе пулăшмалли майсене эпир тепĕр çултах уйăрма хатĕр. Эпĕ хам енчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп», - çирĕплетрĕ вăл.
«Ыйтусен самаях пысăк пайне тишкертĕмĕр, кашнинех тĕплĕн те тÿррĕн хуравлама тăрăшрăм,– палăртрĕ Олег Николаев, – Халăха хумхантаракан темăсем çинчен калаçмашкăн малалла та çакăн пек практика кирлĕ. Çакă малашнехи йышăнусем тума питĕ усăллă». Хутшăнăва вĕçленĕ май регион ертÿçи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçтешĕсене тав турĕ те вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)