Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ илесси ансатланă

26 декабря 2020 г.

Фермерсене патшалăх пулăшăвĕ парассине анлăлатнă. Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ялхуçалăхне аталантармалли патшалăх программине улшăнусем кĕртесси çинчен калакан постановлени çине алă пуснă.

«Агростартап» грантне илекенсене валли ĕç вырăнĕ-сем тумалли требованисене çăмăллатма палăртать асăннă документ. Халĕ хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи пĕччен ĕçлет пулсан 2 миллион тенкĕ пулăшу илме пултарать. Хуçалăхра пĕр çынран ытларах ĕçлеççĕ пулсан – 2 миллион ытла. Паллах, тепĕр çĕнĕ çынна явăçтарать пулсан.

Çавăн пекех грант илме хатĕрленекенрен налуксемпе парăм çуккине (вăл 10 пин тенкĕрен иртмест пулсан) ĕнентерме, çирĕплетме ыйтмĕç. Çакă грант илессине те çăмăллатать.

Ялхуçалăх кооперативĕсем вара туса илнĕ продукцине ăсатма, вырнаçтарма туяннă техникăпа оборудовани тăкакĕн хакне саплаштарма пултарĕç.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика