Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçларĕç

26 декабря 2020 г.

Çĕнĕ çулта ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ. «Манпа ĕмĕтлен» ыркăмăллăх проекчĕн «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцине çак уйăх пуçламăшĕнче уçрĕç. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче 10 пин ытла открытка-çыру пăхса тухнă та ĕнтĕ. Асăннă акципе килĕшÿллĕн, социаллă хÿтлĕхсĕр çынсен ушкăнĕнчи тата нумай ачаллă çемьери 3-17 çулсенчи ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланаççĕ.

Çак ыркăмăллăх акцийĕ пирĕн районта иртнĕ юнкун ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пуçларĕ. Вăл Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта Сĕнтĕрпуç, Карапаш, Хуракасси, Шуршăл ял хутлăхĕсенчи 13 ача пуçтарăннă. Вĕсене вырăнти Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ «Юмахлă çырусем» театрализациленĕ программăпа савăнтарчĕ, асра юлакан тĕлĕнмелле уяв парнелерĕ.

Пархатарлă мероприятин асамçисем вара ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем - Виталий Иванов, Ольга Мартьянова, Рена Кольцова, Михаил Журавлев тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем - Геннадий Петров, Владислав Самойлов пулчĕç. Вĕсем ачасен çутă шанăçĕсене пурнăçларĕç. Малашне те ырă ĕçсем тума сывлăх сунатпăр вĕсене.

Районти ырă чун-чĕреллĕ çынсем тĕрлĕ парнесемпе ачасене уявра савăнăç кÿчĕç. Вăл шутра пукане, йĕлтĕрпе ботинка, майра сумкки, LEGO тетте, çамрăк художникăн пуххи, алмазлă мозаика, илемлĕ кĕпе. Парнесене алла илсен ачасемшĕн телей çăлтăрĕ çуталчĕ.

Хуракасси ял хутлăхне кĕрекен Услă Пукаш ялĕнчи Рома Егоров хăйĕн çырăвĕн-че çапла çырнă: «Хĕл Мучи, эсир ырă асамçă, кирек мĕнле ĕмĕте те пурнăçлама пултаратăр. Мана, аттепе аннене 100 çула çитичченех сывлăх сунсамăр. Сывлăх - пурнăçри тĕп пуянлăх, ăна нимĕнле укçапа та илме çук. Тата коронавирус чирĕ часрах пĕтессе ĕмĕтленетĕп». Хĕл Мучи Ромăна çирĕп сывлăх сунчĕ, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова вара ăна сывлăхне çирĕплетме пĕр хутаç улма-çырлапа пылак çимĕç парнелерĕ.

«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» - Çĕнĕ çулта тĕлĕнтермĕш, асамлăх кĕтекен ачасен ĕмĕтне пурнăçлакан, кăмăллă та пысăк чĕреллĕ çынсене пĕрлештерекен акци. Районта пурăнакан ытти çынсене те ыркăмăллăх акцисене хутшăнма чĕнетпĕр.

 Г. СОЛОВЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика