21 декабря 2020 г.
Çывхарса килекен Çĕнĕ Çул уявне кĕтсе илме Урхас Кушкăри «Çăлтăрчăк» ача садĕнчи пĕчĕк туссем тăрăшсах юрăсем, сăвăсем вĕренеççĕ, ташăсен хусканăвĕсене аса илеççĕ тата тĕрлĕ ырă ĕçсем йĕркелесе ирттереççĕ.
«Торопыжки» ушкăнри ачасем кайăксем валли сырăшсем ăсталаса çакса ячĕç, апатланмалли хурса пачĕç. Кунсерен апат çиме килекен çунатлă туссене ачасем тимлесех тăраççĕ.
Çавăн пекех воспитательпе пĕрле ачасем хăйсем ăсталанă теттесене урамра лартнă чăрăш çине вырнаçтараççĕ. Симĕс чăрăш ачасем хатĕрленĕ тĕрлĕ теттесемпе илемленсе пырать. Савăнăçлă уява тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ асăннă ушкăна çÿрекен шăпăрлансем.
Н. ФЕДОРОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)