Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă шывпа тивĕçтерме

21 декабря 2020 г.

 Граждансен пурăнмалли условисене кирлĕ шайра тытса пырас тĕллевпе Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ тĕрлĕрен программăсем пăхса хăварнă. Район тата ял хутлăхĕн администрацийĕсем çак программăсенче хутшăнма кирлĕ документсем пухса проектсем хатĕрлеççĕ.

Ял халăхне таса та пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйтăва кашни хутлăхрах çивĕч тимлесе тăраççĕ. Юрăхсăра тухнă шыв пăрăхĕсене тата пичкисене вăхăтра юсаса тăрас тĕллевпе ял хутлăхĕн администрацийĕсем ятарлă программăсенче хутшăнаççĕ.

Хуракасси ял тăрăхĕнче нумаях пулмасть çакăн йышши ĕç-пуç хатĕрлесе ирттернĕ. Ускасси ялĕ çывăхĕн-че вырнаçнă шыв башни юрăхсăра тухнă пирки ăна çĕнетсе улăштарнă. М. Камаев уйрăм предприниматель тăрăшнипе ку ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерекен çĕнĕ башньăна вырнаçтарса лартнă. Хуракасси ял администрацийĕн тата район администрацийĕн специалисчĕсенчен тăракан ятарлă комисси подрядчикăн ĕçне тĕрĕсленĕ, пахалăхпа кăмăллă юлнă.

 

О. ОЛИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика