Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна амантнă çыру

21 декабря 2020 г.

Кÿршĕре Людмила Георгиевна Гордеева пурăнать. Утмăл урлă каçнă вăл. Малтан мăшăрĕпе хими комбинатĕнче ĕçленĕ. Пенсие тухсан ашшĕ-амăшĕн пÿртне пушă лартас темен, пурăнма яла куçнă. Унăн ашшĕ çинчен каласа парасшăн эпĕ вулакансене.

Ларионов Егор Ларионович 1902 çулта Хуракассинче çуралнă. Вĕреннĕ çын пулнă вăл. Чулхулари бухгалтерсен курсне пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрри хулинче заготконторăра бухгалтер пулса ĕçленĕ. Çемйипе кунтах пурăннă. Мăшăрĕпе, Варвара Павловнăпа (Çичĕпÿрт ялĕнчен пулнă вăл), тăватă ача ÿстернĕ.

1942 çулта Егор Ларионов вăрçăна тухса каять. Людмила Георгиевна ашшĕ пирки çапла каласа пачĕ: «1944 çулта атте пĕр çапăçура йывăр аманать. Унăн сулахай урипе сулахай алли сусăрланнă. Алли çинче пĕр пуç пÿрнийĕ çеç юлнă. Суран шалалла каясран тухтăрсем атте аллине татасшăн пулнă, анчах та вăл килĕшмен. Хăрах урипе хăрах алли пур, ăçта та пулин вырнаçма май пуласса шаннă вăл. Çав вăхăтра анне патне çыру та çырман, хăй çинчен пĕлтерме васкаман. Кĕçех анне атте вăрçăра çухални çинчен çыру илет. Усал хыпар ун чунне амантнă, халтан янă, ачисем тăлăха юлнă. Анне хуларан яла куçса килет, çынсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçе ĕçлесе пурăнать».

Усал хыпар тĕрĕс мар пулнă иккен, ашшĕ килне таврăнать. Çемйишĕн ку тĕлĕнмелле пысăк савăнăç пулнă. Ашшĕ урапа-çуна тунă çĕре вырнаçать, бухгалтерта ĕçлет. Малашне çемье тата пысăкланнă, тепĕр виçĕ ача хутшăннă.

«Аттен кунçулĕ 1971 çулта татăлнă. Анне каярах пирĕнтен уйрăлчĕ. Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, вĕсен вил тăприсене çулсеренех тасатса тăратпăр, чечексем лартатпăр. Атте-анне яланах пирĕн асра», - вĕçлерĕ сăмахне Людмила Георгиевна.

 

Л. АНДРЕЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика