Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар комиссарĕ çамрăксемпе тĕл пулнă

21 декабря 2020 г.

Нумаях пулмасть «Çĕршыва сыхламалли професси пур» Пĕтĕм Раççейри акци йĕркипе Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен Çар комиссарĕ Александр Кочуров Технологи техникумĕн студенчĕсемпе тата Аксарин, Атăлçи, Карапаш, Сĕнтĕрвăрри, Хуракасси, Урхас Кушкă хутлăхĕсенчи пулас салтаксемпе тĕл пулнă.

Александр Алексеевич çамрăксене çарти пурнăç çинчен, Раççейри хÿтĕлев министерствин аслă шкулĕ-сене вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен каласа панă, çара илес енĕпе ĕçлекен кампанин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Вăл уйрăмах Краснодарти аслă çар училищи çинче чарăнса тăнă. «Хальхи çамрăксем IT-технологисем патне ытларах туртăнаççĕ. Асăннă аслă шкул вĕсен чи пысăк ыйтăвĕсене те тивĕçтерĕ», - тенĕ Çар комиссарĕ. Çавăн пекех сывлăхлă, çирĕп кăмăллă, спорт званийĕ е разрячĕ пур çамрăксен шăпах та аслă училищĕсемпе институтсене вĕренме кĕме май пуррине палăртнă вăл.

Технологи техникумĕн çамрăкĕсем пултаруллă пулнине палăртрĕ «ОБЖ» тата «Физкультура» предметсене вĕрентекен Алексей Майоров. «Пирĕн техникумра сывлăх енчен çирĕп, спортпа туслă студентсем сахал мар. Сăмахран, Станислав Бакшаев пур енĕпе те маттур: лайăх вĕренет, спортпа та туслă, уйрăмах çăмăл атлетикăра палăрать. Липатов Алексей те вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, волейболла ăста вылять. Валентин Иванов вара баскетбол тата волейбол секцийĕсене юратса çÿрет, туризм спортĕнче те вăйлă вăл. Тăван çĕршыва сыхлама тивĕçлĕ каччăсем вĕренеççĕ пирĕн техникумра», - кăмăлпа пĕлтерчĕ Алексей Николаевич.

 Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика