Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа килĕшÿре пурăнаççĕ

21 декабря 2020 г.

Иртнĕ тунтикун Октябрьски ялĕнче пурăнакан Ким Ивановичпа Ольга Филипповна ГЛУХОВСЕМ çемье çавăрни, пурнăç çулĕпе алла алăн тытăнса утма пуçлани 56 çул çитрĕ. Çак паллă кунпа мăшăра Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кураков тата район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Лариса Николаева ăшшăн саламларĕç.

Владимир Кураков салам сăмахĕнче Глуховсем çинчен ырăпа асăнчĕ. «Юратупа килĕшÿре пурăнакан телейлĕ мăшăр пек пĕлетпĕр эпир сире. Пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынă, лайăх хĕрсем çитĕнтернĕ эсир. Сирĕн çуртра яланах ăшă пултăр. Малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп», - тесе саламларĕ Владимир Федотович. Çемьене юратупа, шанăçпа, ĕçченлĕхпе çирĕплетсе тĕрĕс-тĕкел тытса пынăшăн, çĕршыва юрăхлă ачасем ÿстернĕшĕн вăл сумлă мăшăра Октябрьски ял хутлăхĕн администрацийĕ ячĕпе Хисеп грамоти тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ.

ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Лариса Николаева ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн саламлă çырăвне пачĕ, мăшăра ăнланулăх, çемье ăшши, çывăх çынсен тимлĕхне сунчĕ.

Ким Ивановичпа Ольга Филипповна хăнасене хăйсем çинчен кĕскен каласа пачĕç. Кил хуçи - çармăсран, мăшăрĕ - Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Çамрăк чухне вĕсем чылай хушă Карелинче пурăннă, унтан Чăваш Ене куçса килнĕ. Ким Иванович нумай çул хушши тĕрмере, 11 çул «Чувашавтотранс» предприятире ĕçленĕ. Вăл 1980 çулхи олимпиадăна хутшăннă, чи лайăх водитель пулнине çирĕплетекен Мускавран панă Диплом та пур унăн. Ольга Филипповна вара пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă.

Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Икĕ хĕрĕпе, 3 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Çемье телейĕ пĕр-пĕрне хисепленинче теççĕ вĕсем.

Л. ДАЛЫЗИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика