Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçпе палăрнă

21 декабря 2020 г.

Çак эрнере районти ырă ĕç тăвакансене чысланă мероприятире район пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, Республикăри ВДПО уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева, 34-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Георгий Бодров, тĕрĕслевпе профилактика ĕçĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Сапожников, ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Владислав Семенов хутшăнчĕç.

«Вăхăта та, хăйсене те шеллемесĕр, тÿлевсĕр пулăшу парса, ырă ĕç туса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă ентешĕмĕрсене тав тăватăп. Сирĕн районта волонтер юхăмне аталантарассине тĕпе хывакан çынсене те ырăпа асăнса тав туса хăварас килет», - терĕ Светлана Сергеева малашнехи ĕçре ăнăçу сунса.

Пирĕн районта икĕ хастарăн ырă ĕçне республика шайĕнче хакларĕç. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин тĕп Канашĕн «Пушарсемпе кĕрешессинче пулăшнăшăн» медалье 34-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн водителĕ Александр Гаврилов тивĕçрĕ.

«Пысăк чыс ку маншăн, анчах та çак медаль манăн ĕçе хаклани çеç мар тесе каласшăн эпĕ. Ку наградăра манăн ĕçтешсен тÿпи те пур. Пирĕн туслă коллективăн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕсем хывăннă унта. Çак хисепе тÿрре кăларма, малалла та тăрăшса ĕçлеме сăмах паратăп», - терĕ çирĕппĕн Александр Николаевич.

Чăваш Республикинчи гражданла хÿтĕлев, синкерлĕ лару-тăру тата çутçанталăк инкекĕсене пĕтерес енĕпе ĕçлекен Раççей Федерацин Министерствин тĕп управленийĕн Тав çырăвне пирĕн район территорийĕнче ирĕклĕ пушар хуралне йĕркеленĕшĕн, аталантарса пынăшăн Карапаш ял хутлăхĕнчи Николай Алаева пачĕç.

 Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика