Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене медальпе чысларĕç

21 декабря 2020 г.

Иртнĕ кĕçнерникун район ертÿлĕхĕ хăйĕн черетлĕ ĕç кунне хавхалануллă самантпа пуçларĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тĕле ятарласа кăларнă асăну медалĕпе районти пултаруллă çынсене чысларĕç.

Унта район пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, администрацин пай пуçлăхĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ун халăхне ăс-хакăл тата кăмăл-сипет воспитанийĕ панăшăн тата ытти тава тивĕçлĕ ĕçшĕн «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» асăну медалĕпе районти çичĕ çынна чысларĕç, удостоверенисем пачĕç. Вăл шутра агропромышленность ветеранĕсем – Герман Белов, Леонид Гусаров, Валерий Димитриев, Николай Кириллов, Леонид Мокеев, Николай Соломонов тата район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Сергеева пулчĕç.

«Саламлатпăр сире! Эсир хăвăр ĕçпе хисепе тивĕçнĕ, çавăнпа пур кăмăлтан чыслатпăр. Ялан çапла активлă пулăр», - терĕ Владимир Мустаев. Ветерансем хăйсем те тав сăмахĕ каларĕç. «Чăваш автономине тăвассине хирĕçлекен çын та пулнă, анчах чăвашлăхшăн тăрăшакансем халăхăмăрăн малашнехи шăпине кирлĕ пек татса пама пултарнă. Эпир çав ĕçĕн çимĕçĕсем. Пире çапла чысланăшăн пысăк тав», - терĕ Николай Кириллов.

АПК ветеранĕсем - республикăри пур улшăнусене те курнă, нумайăшне хутшăннă, Чăваш Ене аталанма пулăшнă, унпа пĕр тан утса пынă сумлă çынсем. Сăмахран, Леонид Гусаров  пурнăçĕн ытларах пайĕ ял хуçалăхĕнче иртнĕ. Вăл «Восток» совхозăн тĕп зоотехникĕ, «Звезда» совхозăн директорĕ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ пулнă. Явап-лă должностьсенче вăл районăн ялхуçалăх сферине аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Çавăн пекех ăна районти АПК пĕрлешĕвĕн председательне, АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн районти комитечĕн председательне суйланă. Çак обществăлла ĕçсене те кирлĕ шайра туса пынă вăл. Пысăк опытлă, ăс-хакăллă çын паяхи кун та хулапа районта пулса иртекен мероприятисене активлă хутшăнать, çамрăксене усăллă канашсемпе пулăшма тăрăшать. Тав сăмахĕсене тивĕçлĕ ветеран хăйĕн шухăш-кăмăлне пире те пĕлтерчĕ. «Пирĕн халăхăмăрăн, республикăн 100 çулхи уявĕн парнине илни чунра хавхалану туйăмĕ çуратать. Асăну медальĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ тата хаклă парне пулчĕ. Пирĕн халичченхи ĕç-хĕле хакланине кăна мар, малашне те район тата республика пурнăçĕнче хастарлă пулмаллине палăртать çак награда. Пысăк чыса тивĕçнĕ çичĕ çынран улттăшĕ АПК ĕçченĕсем пулни савăнтарать те, мăнаçлантарать те. Республикăри АПК ветеранĕсен Канашне те тав сăмахĕ каласа хăварас килет», - терĕ Леонид Васильевич.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика