21 декабря 2020 г.
Виçĕмкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин онлайн мелĕпе 16-мĕш аслă пресс-конференци ирттерчĕ. Тăватă сехет çурăна яхăн пынă конференци вăхăтĕнче Владимир Владимирович 60 ыйту çине хуравларĕ.
Вĕсем пурнăçăн пур енĕсене те пырса тиврĕç темелле: коронавирус эпидемийĕ, ĕç укçийĕ, социаллă тÿлевсем, йăла каяшĕсен реформи, апат-çимĕç хакĕсем ÿсни, ачасем килте вĕренни, çитес суйлав, экономика, ĕçсĕрлĕх, тулаш политика т.ыт.те.
Паянхи куна чи хумхантаракан ыйтусенчен пĕри коронавирус анлă сарăлни пулчĕ. Тухтăра вăхăтра киле чĕнсе илме май çукки, васкавлă пулăшу бригадине темиçе кун кĕтни, килте сывалакансене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерменни хумхантарать хăшĕсене. Эпидемипе кĕрешессине пирĕн çĕршывра пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ Президент. Кĕске вăхăтрах сывалмалли 40 центр туса лартнă, тухтăрсене хатĕрленĕ, медицина ĕçченĕсене, студентсене, волонтерсене пулăшу параççĕ. Малтан коронавирус чирĕпе кĕрешме ятарласа хатĕрленĕ 8300 тухтăр пулнă пулсан, паян вĕсен шучĕ 150 пине çитнĕ. Эмелсем туса кăларасси те икĕ хут ÿснĕ. Тест мелĕпе тĕрĕслессипе пирĕн çĕршыв 3-мĕш вырăнта тăрать, вакцинăсем кăларассипе вара Раççей тĕнчере пĕрремĕш çĕршыв пулнине палăртрĕ Владимир Путин. Регионсенчи медицина учрежденийĕсене коронавирус анлă сарăлнипе кĕрешме 10 млрд тенкĕ панă, килĕсенче сывалакан чирлĕ çынсене тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтерме 5 млрд тенкĕ уйăрнă. Президент каланă тăрăх, пĕр чăрмав та пулмалла мар темелле, анчах асăннă ыйтусем тÿрĕ эфирта янăрарĕç. Пандеми пĕтсен экономика аталанасса, çынсен пурнăçĕ лайăх енне улшăнаса шаннине пĕлтерчĕ вăл.
Ачаллă çемьесене пулăшасси халĕ чи кирлĕ ен пулни те палăрчĕ. Çемьесене пулăшма ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿ-ллĕн, 3-7 çулхи кашни ачана пурăнмалли виçен чи пĕчĕк пайĕн çуррине тÿлеççĕ. Килес çултан (пурăнмалли виçен чи пĕчĕк пайĕ кашни çын пуçне лекмест пулсан) пĕр виçе пама пуçлĕç.
Çĕршыв ертÿçи пресс-конференцине ырă хыпарпа вĕçлерĕ. «Эпидемиологи лару-тăрăвне пула ачасем валли Çĕнĕ çул уявĕсем пулмĕç. Эпир вĕсене парне туса парăпăр – çемьесенчи 7 çула çитмен кашни ачана 5 пин тенкĕ тÿлĕç», - терĕ вăл.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)