Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туризмра çĕнĕ юхăм аталанĕ

14 декабря 2020 г.

Çак эрнере Стратегиллĕ пуçарусен агенстви тата Чăваш Республикин Правительстви республикăри промышленность туризмне аталантарассинче пĕрле хутшăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă. Документа агенствăн генераллă директорĕн çумĕ Ольга Захарова тата регион пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.

Чăваш Ен промышленность туризмне аталантарассине пурнăçа кĕртме йышăннă Раççейри 15-мĕш пилотлă регион пулса тăнă. Пирĕн республика ку енĕпе айккинче тăрса юлмассине, промышленность лапамĕсем чылай пулнине, вĕсем хăйсем туса кăларакан продукцисемпе ыттисене кăсăклантарма, илĕртме май пуррине палăртнă регион Пуçлăхĕ.

Пирĕн республикăра промышленность туризмне аталантарма Стратегиллĕ пуçарусен агенстви хăйĕн меслечĕсене тăратать. Предприятисене çитмелли турист маршручĕсене çав меслетсене тĕпе хурса туса хатĕрлеççĕ. Каярах турпродукци пасара тухать, туроператорсем пулăшнипе малалла куçса, анлăрах сарăлса пырать.

Çавăн пекех асăннă агенство ют çĕршывсен опычĕпе паллашма май паракан программăсем хатĕрлет. Промышленность туризмĕнче преми çирĕплетме те палăртаççĕ. Унпа çĕнтерÿçĕсене хавхалантарĕç.

«Паха тĕрĕ» фирма, «Тракторсен завочĕсем» концерн, Пăрăх завочĕ, «Вавилон» фабрика, «Букет Чувашии» пĕрлешÿ т.ыт.те – пурĕ 16 предприяти проектра хутшăнма кăмăл тунă.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика