Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçа çухатмаççĕ

14 декабря 2020 г.

Хамăрăн чи юратнă уява, Республика кунне, çулсеренех анлăн паллă тăватпăр. Ăна мĕн чухлĕ çын кĕтет! Пĕрисем уявра курса çÿресшĕн, тулли кăмăлпа канасшăн пулсан, теприсем вара хăйсен пултарулăхне кăтартасшăн тăрăшсах хатĕрленеççĕ.

Уяв ăçта иртессине рес-публика ертÿлĕхĕ малтанхи çулах палăртса хурать. Аса илтеретпĕр, Чăваш Рес-публикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче алă пусса çирĕп-летнĕ 226-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, Рес-публика кунне килес çул тĕп хуламăрта тата Çĕмĕрле районĕнче ирттерме палăрт-нă. Асăннă хуласене çитеймен çынсен пăшăрханмалла мар, ытти районсенче те уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Сăмахран, йăлана кĕнĕ Акатуй уявĕсенче пурте савăнаççĕ. Пирĕн районти алĕç ăстисем регионсем хушшинче иртекен «Ăстаçă Руç» конкурса чунтан кĕтеççĕ. Вăл икĕ хут пирĕн патăрта иртрĕçке. Шăпах та çав конкурса хăйсен ĕçĕсене тăратма, ăсталăхĕпе куракансене паллаштарма пултаракан çынсем пур районта. Пултарулăх коллективĕсем те маттур пирĕн. Вĕсем çулсеренех хăйсен творчествăри ăсталăхне районта çеç мар, республика шайĕнче те тивĕçлĕ кăтартаççĕ.

Анчах та кăçал коронавирус чирĕпе çыхăннă кĕтмен-туман лару-тăру палăртса хунă тĕллевсене çапса хуçрĕ. Хамăрăн тĕп уява халичченхи пек паллă тума май килмерĕ. Çитес çул пурнăç йĕркеленсе каясса пурте шанаççĕ, чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ун чухне вара яланхиллех уява уяв пек тăвăттăмăр. Çынсен ĕмĕчĕ те пурнăçланăччĕ. «Çапла пултăр!» - тесе вĕçлес килет сăмахăма.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика