Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчев лапамĕ туса хатĕрлĕç

14 декабря 2020 г.

Çак эрнере Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви, Раççейри фитопаталоги наукăпа тĕпчев институчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ килĕшÿ çине алă пуснă.

Пĕрле ĕçлемелли çинчен калакан тăватă енлĕ Килĕшÿ шайĕнче агропромышленность комплексĕн тухăçлăхне ÿстерес тата пахалăхне тимлесе тăрас енĕпе вăйсене пĕрлештерме сĕнеççĕ.

Наукăпа тĕпчев институчĕ инсектицид, акарицид препаратсене малашне усă курма тĕплĕн тĕпчесе çирĕплетет. Çапла вара ÿсентăрансене хÿтĕлес енĕпе çĕнĕ технологисем усă курас тĕлĕшпе Чăваш Республики пилотлă регион пулса тăрĕ. Инноваци изделийĕсен даннăйсене тĕпчеме республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем пулăшĕç. Ÿсентăрансене хÿтĕлес енĕпе хатĕрленĕ препаратсене ялхуçалăх ĕçĕн çаврăнăшне кĕртес тĕллевпе çĕнĕ технологисем усă курмалла.

Чăваш Республикинче ял хуçалăх производствин наукăпа техника тĕллевĕсене татса пама тĕпчев площадки евĕр пĕрлехи база туса хатĕрлеме палăртнă.

ПИРĔН КОРР.

Курав туслăха çирĕплетĕ

Раштавăн 15-мĕшĕнчен Чăваш наци музейĕнче Александр Васильев историк хутшăннипе «Модăн тĕрлĕ кĕввисем» курав ĕçлеме пуçлать.

Курав икĕ çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен тумĕпе паллаштаракан «Ĕмĕрсен ытарайми ахахĕ» наци фестивалĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ шутланать. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхăн тумĕсем те, паллах, тĕрлĕ. Кашни хăйĕн тумне истори енчен палăрăшлă элементсем, аваллăх аталанăвне кăтартакан сăнарсем кĕртет. Ку курав пирĕн республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ăна Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалланă шайра йĕркеленĕ. Çак курав халăхсен хушшинчи туслăха, ырă хутшăнăва çирĕплетме май парать.

Куравра Раççей тата Франци çĕршывĕн фондĕнче упранса юлнă музыка сценин артисчĕсен костюмĕсене кăтартĕç. Тумсенче алă ĕçĕн тĕп майĕсемпе, халăх ÿнерĕшĕн характерлă мелĕ-семпе – тĕрĕ, вĕтĕ шăрçапа эрешлесси, ылттăн çипсемпе тĕрлесси - усă курнă. Вăрттăнлăх мар, хальхи художниксем пурте костюмсемпе хăйсен ĕçĕнче халăх тумĕн шухăш-кăмăлĕ çине тата философийĕ çине тĕреннĕ.

О. ОЛИВАНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика