Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачи, тыл ĕçченĕ - 90 çулта

14 декабря 2020 г.

Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Анна Максимовна МАЙОРОВА иртнĕ юнкун 90 çул тултарчĕ. Вăрçă ачине, тыл ĕçченне халиччен Атăлçи ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă Анатолий Архипов чысларĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн салам çырăвĕсене вуласа пачĕ, парнепе чысларĕ. Ялти Культура çурчĕн «Хамăр ял» фольклор коллективĕн юрăçисем юбиляр ячĕпе çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Анна Максимовна 1930 çулхи раштав уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Кĕçĕн Ăстакассинче йышлă çемьере çуралнă. Пилĕкĕн ÿснĕ пĕр тăвансем. Ялти шкулта тăватă класс вĕреннĕ вăл. Малалла ăс пухасси çинчен ĕмĕтленнĕ, анчах май килмен. Хăрушă та йывăр çулсем тĕлне килнĕ ун ачалăхĕ. Выляса-кулса ÿсес вырăнне килти ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Амăшĕ кунĕпе колхозра ĕçленĕ, хуçалăха ачисем «тытса пынă». Çемьере иккĕмĕш ача пулнă Анна кĕçĕннисене те пăхнă. Вăрçăна пула вăл ытла час çитĕннĕ, вăхăтсăр «пысăк çын» пулса аслисен ретне тăнă. Колхозра ĕçленине, амăшĕпе тырă вырнине халĕ те астăвать Нюркка аппа (çапла чĕнеççĕ ăна ялта).

1958-1965 çулсенче 9-мĕш тимĕрпе бетон конструкцийĕсен заводĕнче бетонщица пулса ĕçленĕ. 1965 çулта ял каччипе, Николай Николаевич Майоровпа, пĕрлешнĕ, унтан яла куçса килнĕ. Совхозра тĕрлĕ ĕçсене çÿренĕ вăл, Ăстакасси сельповĕнче техслужащинче, охранникра тăрăшнă. Ачаран туптаннă вăй-халĕпе çирĕплĕхĕ çулсем иртнĕ çемĕн те чакман. «Çав тери правур хĕрарăм, ларма-тăма пĕлмест, пăрчăкан пек ĕçлет, таçта та ĕлкĕрет», - теççĕ ун пирки ял çыннисем.

Мăшăрĕпе 34 çул пĕрле пурăннă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Евгений Кÿкеçре пурăнать, Шупашкарта ĕçлет. Алексей ывăлĕ Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕнче физкультура тата ОБЖ предметсене вĕрентет. Лилия хĕрĕ те вĕрентекен, вăл Мускаври пĕр шкулта математика вĕрентет. Шел те, мăшăрĕ 21 çул каяллах ку тĕнчерен уйрăлнă. Çапах та Нюркка аппа пĕччен мар, ывăлĕсем килсех тăраççĕ. Юратнă мăнукĕсем - Максим, Алексей, Андрей, Ольга – асламăшĕпе кукамăшне малалла пурăнма хавхалантараççĕ.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика