Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлне кура – хисепĕ

14 декабря 2020 г.

Хамăрпа юнашар уçă кăмăллă та пархатарлă çынсем пурăннине эпир тепĕр чухне, темшĕнçке, туймастпăр та. Хаçат вулаканĕсене Аксарин ялĕнче пурăнакан хĕрарăмпа паллаштарас килет.

Чăвашпотребсоз çулсерен йĕркелекен «Шăккалат – ачасене» акци республикипех анлă сарăлчĕ. Октябрьски райпо тытăмĕнче ĕçлекен лавккасем ачасем валли пылак кучченеç пухас ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Ырă кăмăллăх акцине хутшăнакансем çулсерен йышлансах пыраççĕ. Аксарин ялĕнче пурăнакан Таисия Михайловна Шашкова асăннă акцине кашни çулах хутшăнать. Ачисем мăшăрланса килтен тухса кайнă Таисия Михайловнăн, мăнуксем савăнтараççĕ халь ăна. Нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе маттур хĕрарăм ялти лавккара вырнаçнă контейнера çулсерен вуншар шăккалат чăмтарать.

Таисия Михайловна тивĕçлĕ канура пулсан та Октябрьскинчи сĕт-çу заводĕнче вăй хурать. Ял çыннисем те, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ ăна. Ырă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăмăн малашне те пархатарлăхĕ ан чактăр, ытти пуçарусенче те ăнăçу пултăр çакăн пек маттур çынна!

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика