Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ утăмĕсем

14 декабря 2020 г.

Пирĕн республикăна сывлăха çирĕплетмелли оборудовани туянма укçа-тенкĕ килĕ. Кун çинчен иртнĕ тунтикун Правительство çуртĕнче пулнă канашлура Ĕçпе социаллă хÿтĕлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Раççейри субъектсем хушшинче иртнĕ конкурс суйлавĕ витĕр тухнă. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2023 çулта пирĕн республикăна федераци хыснинчен чирленĕ хыççăн сывлăха тавăрмалли оборудовани илме 22 миллион тенкĕ парĕç. Вăл реабилитаци центрĕсен фондне пуянлатма май парĕ.

Кăçал, сăмахран, Шупашкарти ачасен центрĕнче «Локомат» комплекс вырнаçтарнă. Кун пек ача-пăча комплексĕ Раççейре, пирĕннипе пĕрле, иккĕ çеç. Ку оборудовани ачасене утма хăнăхтарать. Унăн хакĕ 44 миллион тенкĕпе танлашнă. Сывлăха çирĕплетмелли, тавăрмалли программа йĕркипе çулталăкра 150 инвалид ачан çак процедурăсене тухма май пур.

ПИРĔН КОРР.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика