Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕте пурнăçлакан акци

14 декабря 2020 г.

Кăçалхипе виççĕмĕш çул Раççейре «Манпа пĕрле ĕмĕтлен» проект йĕркипе «Ĕмĕт чăрăшĕ» ыркăмăллăх акцийĕ иртет. Çавна май иртнĕ çул, сăмахран, 7500 ачан ĕмĕчĕ пурнăçланнă.

Ку акцине сусăр ачасене, тăлăхсене, пĕчĕк тупăшлă çемьери ачасене, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан чирпе чирлекен ачасене тата 60 çултан иртнĕ çынсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе ирттереççĕ.

Чăваш Енре те вăл анлă сарăлчĕ. Ăна ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хавхалануллă лару-тăрура уçнă.

Пирĕн район та акцие хастар хутшăнать. Пĕлтĕр 19 ачан ĕмĕтне пурнăçланă.

Районта пурăнакан 7-16 çулхи ачасем хăйсен чи çутă ĕмĕчĕ çинчен эссе-хайлавсем çырма пуçланă ĕнтĕ. Вĕсене йĕркелÿ комитечĕ раштавăн 15-мĕшĕччен йышăнать. Çĕнтерÿçĕсене район шайĕнче иртекен «Ĕмĕт чăрăшĕ» мероприятине хутшăнма йыхрав ярĕç. Районти пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çынсем тăрăшнипе ачасен ĕмĕчĕ çав уявра пурнăçланĕ.

Н. НАДЕЖДИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика